25 мая 2013 г.
Паян районти шкулсенче юлашки шăнкăравсем янăрарĕç. 350 ачана чăнахах та малашне вăл уроксене чĕнмĕ. Тăххăрмĕш классенчен вара 537-ĕн вĕренсе тухаççĕ. Вĕсен хушшинче те училищĕсене, техникумсене пĕлỹ пухма каяс шутлисем пур. Апла пулсан çак ỹсĕмри каччăсемпе хĕрсемшĕн те шкул шăнкăравĕ юлашки пулĕ. Умра вара - экзаменсем. Алла аттестат иличчен вĕсен витĕр тухмалла. Малашлăха уçăмлатас тесен чылай ыйту хуравне тупмалла. Эппин, хăш-пĕрин çинче эпир те чарăнса тăрар-ха. Калаçăва райадминистрацин вĕрентỹ пайĕн начальникĕн çумне Н. Федорована чĕнтĕмĕр. Наталия Николаевна яваплă тапхăр çинчен уççăнах каласа пама килĕшрĕ.
-Халиччен çурăм хыçне тăхăр е вун пĕр çул сумкка çакса çỹренĕ ачасен экзаменсемшĕн пăшăрханмаллиех çук. Шкул программипе килĕшỹллĕнех тĕрĕслĕç вĕсен пĕлĕвне. Уроксенче вĕреннисĕр пуçне çитĕнекен ăру хушма занятисене, консультацисене те çỹренĕ-çке.
-Экзаменсем хăш-хăш шкулсенче иртеççĕ?
-Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ вăтам шкулсенче. Тăххăрмĕшсен Первомайскинчи вăтам шкулта та пулать. -
Хăçан пуçланаççĕ?
-Вун пĕрмĕшсем майăн 27-мĕшĕнче вырăс чĕлхипе, тăххăрмĕшсем майăн 28-мĕшĕнче математикăпа пĕрремĕш экзаменсене тытĕç. Вĕрентỹ пайĕ енчен тĕрĕслевсем ирттерме тивĕçлĕ мĕн пур условисене туса пама тăрăшнă. Экзаменсем июнĕн 13-мĕшĕччен пырĕç.
- Халиччен мĕн пĕл-меннине икĕ-виçĕ кун хушшинче вĕренеймĕн. Педагогсен ачасене мĕн сĕнмелле тата ашшĕ-амăшĕн мĕнлерех пулмалла? _ Тĕрĕс ыйту çĕклерĕр. Вĕрентекенсен ачасене экзаменри бланксене мĕнле тултармаллине тепĕр хут аса илтерсен юрать. Экзамена паспортпа, пропускпа, икĕ гелевăй авторучкăпа каймалли çинчен асăрхаттармалла. Килте вара лăпкă лару-тăру пулмалла. Ачасене тĕрĕслевре чăн-чăнах тивĕçлĕ балл пухма пултарайни çинчен ĕнентермеллех. Пурнăçра кашнийĕшĕ экзамен тытнă-çке. Иртнĕ ĕмĕрте ăна шкулсенче панă. Каярах вара институтсене е университетсене вĕренме кайнă чухне çĕнĕрен тытнă. Халĕ пĕр йывăрлăхран хăтăлнă. Вăтам шкултан вĕренсе тухакан балсемпех аслă вĕренỹ заведенийĕсене çул тытма пулать. Лайăх-çке. Çавăнпа тăрăшулăх кирлех. Аттестат çеç илес текенсене (малалла аслă шкулсене е техникумсене вĕренме каймаççĕ пулсан) вырăс чĕлхипе тата математикăпа чи пĕчĕк балсем те çитеççĕ. Вĕсем йĕркипе шутласа 36 тата 24ран кая пулмалла мар. Экзаменсем умĕн пурте пăшăрханаççĕ. Çавăнпа та лăпкăлăх, лăпкăлăх кирлĕ. _ Тытайманнисен е илнĕ балпа килĕшменнисен мĕн тумалла? Аппеляци çырма пулать вĕт. _ Тепĕр хут тĕрĕслеве кĕме ирĕк параççĕ. Экзаменсен кунне палăртаççĕ. Пухнă балпа килĕшмесен аппеляци çырма пулать. Анчах ăна 2 кунран кая юлмасăр тумалла. _Эппин ăнăçусем пурне те.
А. АСТРАХАНЦЕВА калаçнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)