25 мая 2013 г.
Регионсен хушшинчи "Ачасен интересĕсемшĕн ĕçлемелли наци стратегийĕ: хỹтлĕхлĕ ачалăха тивĕçтерес енĕпе хĕрарăмсен канашĕсем тунă ăнăçлă пуçарусем. Ĕç опычĕ" Шупашкарта çак ятпа иртнĕ конференцие Раççейре хĕрарăмсен союзĕсен ертỹçисемпе представителĕсем çирĕм ытла регионтан пуçтарăнчĕç. Унта РФ Патшалăх Думин депутачĕ Екатерина Лахова та хутшăнчĕ. Вăл Раççей хĕрарăмĕсен союзне ертсе пырать.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев зала пухăннисене саламланă май республикăри пур муниципалитетра та хĕрарăмсен канашĕсем хастаррăн вăй хунине палăртрĕ. "Çак пĕрлĕх çамрăк ăрăва воспитани пама, халăх хушшинче ăнлантару ĕçне туса пыма пулăшать. Вĕсен пуçарăвĕсемпе сĕнĕ-вĕсене эпир яланах шута илетпĕр, пурнăçлама тăрăшатпăр. Юлашки çирĕм çулта пирвайхи хут халăх шучĕ ỹснине палăтрма кăмăллă. Ку лайăх пулăм малашне те упранса юлтăр", - терĕ Михаил Васильевич.
Кунти ĕç опычĕпе паллашма май туса панăшăн Екатерина Лахова республика пуçлăхне тав турĕ. "Сирĕн патра вĕренмелли пурах. Сăмахран, дотаци илсе тăракан регионта та тĕп тĕллевсене пурнăçа кĕртме - сывлăх сыхлавĕ, вĕрентỹпе социаллă хỹтлĕх сферисенче тухăçлă ĕçлеме пулать. Эпир мероприятие ирттерме Чăваш Ене ахальтен суйламарăмăр. Ун çинчен федераци шайĕнче те лайăххине çеç илтме тỹр килнĕ, 2012-2017 çулсенче ачасен интересĕсемшĕн тумалли ĕçсен наци стратегине пурнăçлас енĕпе ĕçлекен координаци канашне республика пуçлăхĕ хăй ертсе пырать. "Чăваш Ен ачисем" программа та ĕçлет, хĕрарăмсен консультацийĕсенче кризис центрĕсем йĕркеленĕ. Чылай регионта вара кун пирки пĕлмеççĕ те. Çулсерен çĕр-шыври 6,5 пин пепкене амăшĕсем ача çуратмалли çуртсенче хăвараççĕ. Çавăнпа та кризис центрĕсем ку енĕпе пĕлтерĕшлĕ ĕç тăваççĕ.Çемье- патшалăх никĕсĕ. Ачана унран ытла никам та хỹтĕлеймест",- палăртрĕ вăл.
Республикăри хĕрарăмсен канашĕн пуçарăвĕсемпе Ольга Зайцева ертỹçĕ паллаштарчĕ. Конференцие хутшăннисем наци стратегине пурнăçланин пирвайхи кăтартăвĕсене пăхса тухрĕç. Канашлу вăхăтĕнче ачалăха хỹтĕлес ыйтăва тĕрлĕ енчен тишкерчĕç.
Форум вĕçĕнче Михаил Игнатьевпа Екатерина Лахова ЧР Министрсен Кабинечĕпе "Раççей хĕрарăмĕсен союзĕ" общество организацийĕ пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пусрĕç. Атăлçи тăрăхĕнче пĕрре Михаил Игнатьевпа Екатерина Лахова тĕп хулари пĕрремĕш клиника больницин перинаталь центрĕ умĕнче ачалăха халалланă скульптурăна тата "Юрату кĕл чечекĕ" сквера уçма хутшăнчĕç. Тин çуралнă пепкене халалланă скульптура Атăлçи тăрăхĕнче пĕртен-пĕрре пулнине палăртрĕ Екатерина Филипповна. "Чи кирли - çемьере ашшĕ-амăшĕ кĕтекен ачасем çуралччăр. Пирĕн вара вĕсене ỹсме кирлĕ условисем туса памалла. Çивĕч ыйтусем яланах пулнă, пулĕç те. Вĕсемпе кунсерен ĕçлемелле", - вĕçлерĕ шухăшне вăл.
Малашне çак сквер çамрăк мăшăрсемшĕн чи пĕлтерĕшлĕ вырăн пуласси РФ Патшалăх Думин депутатне иккĕлентермест. Екатерина Лахова Шупашкарти Калинин районĕнчи çемьесемпе ачасен социаллă пулăшу паракан центра та çитсе курчĕ, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе палашĕ.
В. ПЕТРОВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)