29 мая 2013 г.
Шкул ачисен çуллахи каникулĕ пуçланиччен темиçе кун кăна юлчĕ. Чи вăрах тăсăлакан канăвăн сисчевлентерекен енĕ - ачасене çак тапхăрта ашшĕ-амăшĕ тĕрĕслесе-курса тăрайманни. Аслисем ĕçре чухне пепке ăçта, мĕн тăвать? Хăрушлăх вĕсем урамра чухне çеç мар, килте компьютер умĕнче ларнă самантра та сиксе тухма пултарать. Сăлтавĕ - çитĕнекен ăру Интернета çав тери кăмăллани, унăн тĕрлĕ сайчĕпе паллашни.
Çивĕч çак ыйтăва çĕклесе Чăваш Ен Информаци политикин тата Вĕрентỹ министерствисем ашшĕ-амăшĕн уçă пухăвне ирттерчĕç. Мероприяти видеоконференци мелĕпе йĕркеленчĕ. Ăна уçнă май информаци политикин министрĕ Валентина Андреева ашшĕ-амăшне çуллахи вăхăтра ачасен тĕлĕшпе сыхă пулма, вĕсене Интернет урлă пулакан преступленисенчен хỹтĕлеме майсем шырамашкăн чĕнсе каларĕ. Ашшĕ-амăшне ачасене сиенлĕ информацирен хỹтĕлемелли çинчен Чăваш Енри ача прависене хỹтĕлекен уполномоченный Вячеслав Рафинов, Роскомнадзорăн Чăваш Енри Управленийĕн ертỹçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Евдокимова каласа кăтартрĕç. Федерацин "Ачасене, вĕ-сен сывлăхне тата аталанăвне сиен кỹрекен информацирен хỹтĕлесси çинчен" саккунĕ 2012 çулхи авăн уйăхĕнче вăя кĕчĕ. Вĕренĕвĕн пĕр çулĕнче ку енĕпе мĕнле те пулин ырă улшăну пурри е çукки пирки калаçма шăпах вăхăт терĕç видеоконференци йĕркелỹçисем.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)