29 мая 2013 г.
2010 çулхи çу шăрăх тăнăран пĕве-кỹлĕрен нумайăшĕ типрĕ - çывăхринче пушар машинисем валли те шыв юлмарĕ, ỹсен-тăран, выльăх шывсăр аптрарĕç, пулă пĕтрĕ. Çынсем кăçал та пахча çимĕçе шăрăх сиен кỹресрен шикленеççĕ, шăварма пысăкрах пичке-такана лартаççĕ. Вут-кăварпа кĕрешекен службăсем те ăшталанаççĕ. Раççей гидрометеоцентрĕ çулла атмосфера сывлăшĕ мĕнлерех пулма пултарасси çинчен пĕлтерчĕ ĕнтĕ, 69-72 процентпа танлашнине асăрхаттарчĕ. Çакна та шута илмелле. Çу-авăн уйăхĕсенче Раççейĕн пысăкрах пайĕнче нумай çулхи вăтам кăтартăва çывăх тата ... унран пысăкрах температура тăрĕ. Уйрăммăн илсен, федерацин Атăлçи округĕнче ытти çулхисенчен шăрăхрах, çакăнпа пĕрлех пушар тухас хăрушлăх пысăкрах, тăпрара нỹрĕк сахалрах пулĕ. Çанталăк типпе каясран асăрханса ăна-кăна тума хатĕрленни аван. Хуçалăхсем пахча çимĕçе шăвармалли агрегат туянаççĕ. Чылай ял тăрăхĕн администрацийĕ 2010 çулта пĕвесенчен юшкăн кăларттарчĕ.
Çак ĕç мĕнлерех пынине "Хыпар" çутатма тăрăшрĕ. Плотинасене тасаттарнисем паян шывлă: пушар машшинисен ăна тултарма инçете каяс çук, пахчаçăсем, выльăх шывсăр юлмĕç. Анчах нумай ял тăрăхĕнче тĕрлĕ сăлтава пула - е укçа пур çинчех ыйтăва татса пама тăрăшманран, е вырăнти хыснаран техникăна ĕçлеттерме кĕмĕл тупайманран-_ пĕвесенчен юшкăн кăларттармарĕç. Тен, кун пекккисем кăçал тасаттарĕç? Шел те, вун-вун плотина гидросооруженийĕ юрăхсăра тухнă, çавна пула унта шыв пухăнса тăмасть. Администрацисем пĕвесене ял тăрăхĕн харпăрлăхне илнĕ пулин те е вĕсене юсама вăй çитереймеççĕ, е тỹрлеттерме ЧР Çут çанталăк тата экологи министерстви нухрат уйăрасса кĕтеççĕ. Вăл ыйтнипе федераци хыснинчен çулталăкра республикипе 5-6 гидрохатĕре çеç юсаттарма кĕмĕл ыйтса илеççĕ. Мускав пулăшасса кĕтекен пайтах, вĕсен черечĕ вăрăм. Çавăнпа ăна юсама республика хыснинчен кĕмĕл уйăрас ыйтăва Чăваш Ен Правительствинче, ЧР Патшалăх Канашĕнче сỹтсе явсан лайăхчĕ. Калăпăр, гидрохатĕре юсаттарма, плотинана юшкăнран тасаттарма мĕншĕн ял, вырăнти ял хуçалăх предприятийĕ, район тата республика хыснинчен укçа пĕрешкел (кашни тăкакăн 1Ỹ4 пайне) уйăрмалла мар.
Республика влаçĕ пуçару туни ял администрацийĕсене çивĕч ыйтăва татса пама хистĕ. Хальлĕхе нумай çĕрте йывăр урапа вырăнтан тапранайман. Çынсем вырăнти влаç умне пĕвесенче пулăсем ĕрчетес ыйтăва час-часах лартаççĕ. Иртнĕ ĕмĕрте вăл пайтахчĕ, тĕрлĕччĕ, ăна ватти-вĕтти тытатчĕ. Пулă шỹрпелĕх те, ăшаламалăх та кĕретчĕ. Юлашки çулсенче чылайăшĕнче пач юлмарĕ. Пĕвесем ăшăхланчĕç, вĕсенче шыв сахалланчĕ. "Тепĕр сăлтавĕ тĕпне шыв курăкĕ хупăрласа илнинче, - терĕ федерацин пулă тытас енĕпе ĕçлекен агентствин Вăтам Атăл территори управленийĕн Чăваш Енри биологи ресурсĕсен патшалăх тĕрĕслевĕн, сăнавĕн, сыхлавĕн пайĕн специалисчĕ Андрей Сергеев. - Пĕвене шапа пăтти хупăрласан пулă ĕрчеймест. Вăл ан çитĕнтĕр тесен пĕвери юшкăна вăхăтра кăлармалла". Пулăсăр юлнине вăлча сапнă чухне тытнипе те ăнлантармалла. Ака-çĕртме уйăхĕсенче вăл пĕр вырăнтан тепĕрне куçать, апат шырать. Вăлчаллисен пысăкрах пайне тытса пĕтеретпĕр, йăх тăсма памастпăр. Ял пĕви юхан шыв мар. Унта пулă пысăк шыв-шурти пек ĕрчеймест. Йыша уяса тытмалла.
Ю. МИХАЙЛОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)