01 июня 2013 г.
ШЫВА кĕрсе уçăлмалли çу кунĕсем пуçланаççĕ çеç темелле. Анчах та республикăра инкексем пулма та ĕлкĕрнĕ. Акă, Шупашкарта çамрăксен ушкăнĕ кимĕпе Атăлта ярăнма тухса кайнă та инкек курнă - пĕр хĕрача путса вилнĕ.
Нумай пулмасть тата Çĕрпỹ районĕнче велосипедпа çỹресе пыракан çул çитмен хĕр ача ăнсăртаран кỹлле чăмнă. Каялла тухайман, мĕскĕн.
Çак хуйхăсем пирки пĕрисем илтнĕ, теприсем илтмен те пулĕ. Çавăнпа та "хĕрне" каланине "кинĕсем" илтмеллех, ун пек йăнăша тумалла мар. Сăмах май каласан, кăçал пирĕн районти Анат Туçара та пĕр арçын путса вилчĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)