АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фильмсен никĕсĕнче- кăмăл-сипет, ăс-тăн…

01 июня 2013 г.

Шупашкарта сахал йышлă халăхсен кинематографне халалланă Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль хупăнчĕ. Ултă кун тыткăнларĕ вăл Чăваш Ен тĕп хулине, Çĕрпỹпе Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансене.

Малтан палăртнă пекех унта вун-вун кинокартина кăтартнă, çавăн чухлех актер, режиссер, кинокритик, оператор, продюссер хутшăннă. Дмитрий Астрахан, Дмитрий Таланкин, Александр Прошкин режиссерсене, Раççей халăх артистне Иван Краскона, Раççей тава тивĕçлĕ артисткине Татьяна Яковенкона, Александр Пятков, Анатолий Кот, Сергей Фетисов тата ытти артиста пĕлмен çын çук та пулĕ.

Чыслав иртнĕ шăмат кун К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртрĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа уява хутшăнчĕç. Михаил Васильевич кинофестиваль хăнисене саламларĕ.

"Фильмсен никĕсĕнче - кăмăл-сипет, ăс-хакăл ыйтăвĕсем. Вĕсем çынсене вăйлă пулма, тĕрĕс пурăнма вĕрентеççĕ. Эсир хăвăрăн чун-чĕре ăшшине куравçăсене паратăр, вĕсене хавхалантаратăр, малалла пурăнма, ĕçлеме çунат хушатăр, - терĕ Михаил Игнатьев.

Искусствăри гражданлăха, патриотлăха сăнлакан кинокартинăсем ỹкернĕшĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕн ятарлă парнине Карен Шахназаров режиссер тивĕçрĕ. Ăна режиссер патне кинофестивалĕн пултарулăх ертỹçи Сергей Лаврентьев çитерĕ. Фестивалĕн Гран-прине Георгий Параджановăн "Все ушли" (Раççей, Грузи, Чехи) фильмĕ тивĕçрĕ. Татьяна Яковенко палăртнă тăрăх - жюри членĕсем пурте çак фильмшăн сасăланă. Актерсен, режиссерăн ĕçĕсем вĕсене тыткăнланă.

Уяв программи пуян пулчĕ. Сăмахран, Иван Краско Александр Пушкин сăввине вуларĕ. Александр Пятков сцена çине чăваш хĕр пĕрчийĕпе тухрĕ. Вĕсем те инсценировка хатĕрленĕ. ЧР тава тивĕçлĕ артистки Августа Уляндина тата унăн "Чăваш Ен" ушкăнĕ, Константин Рязанов юрăç хăнасене чăваш юррисемпе тыткăнларĕç, илĕртỹллĕ пикесем Атăлçи Пăлхар хĕрĕсен капăр тумĕсемпе паллаштарчĕç.

Н. СМИРНОВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика