01 июня 2013 г.
Чылай чухне ют çыннăн пурлăхне хăй пайтишĕн хапсăнакансен ĕçĕ ỹкĕнĕçлĕ çаврăнса тухать. Унсăр пуçне ямăтă пурлăх хака та ларать.
Аслă Чементе пурăнакан Ю. Соболевшăн та пикеннĕ "операцийĕ" ăнăçсăр вĕçленнĕ. Халĕ унăн суд йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн юсанмалли колонире çулталăк ирттерме тивĕ. Ăна РФ УК ăн 161 статйин 2 пайĕн "г" пункчĕпе айăпланă.
Çак преступлени вара ют çын пурлăхне уççăн, вăйпа туртса илнипе çыхăннă. Ĕç-пуçĕ вара акă мĕнлерех çаврăнса тухнă. Аллă çула капашакан арçын пĕр кунхине тăр кăнтăрлах хирĕç пулакан ватă хĕрарăм аллинчи хутаçа туртса илнĕ. Унта вара кинемейĕн 1872 тенкĕ укçа тата туяннă таварсем пулнă. Нумай шутласа тăман, туххăмрах ватă çыннăн куçĕнчен çухалнă. Анчах нумайлăха мар, йĕрке хуралçисем çийĕнчех унăн йĕрĕ çине ỹкнĕ...
А. МАКАРОВ, районти шалти ĕçсен пайĕн следователĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)