01 июня 2013 г.
Çул çинче пулакан аварисен шутне чакарас, çынсен пурнăçĕпе сывлăхне сыхлас тĕллевпе республикăра та, районта та ятарлă мероприятисем час-часах йĕркелеççĕ. Çак кунсенче çеç, акă, "Дети, детское удерживающее устройство" операци иртрĕ. Рейд вăхăтĕнче инспекторсем çул-йĕр правилине пăснă 16 тĕслĕхе шута илнĕ. Вĕсенчен пĕр сăлтавĕ _ 12 çула çитмен ачи ятарлă кресло çинче пулманни. Çул çинче йĕркене пăхăнмасăр теветкеленни яланах ăнăçлă пулмасть. Асăрханни вара кирлĕ. А. КАРГИНА, районти ГИБДД инспекторĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)