АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çар тивĕçĕ хисеплĕ

01 июня 2013 г.

Чăваш Республикин çак комиссариачĕн Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи пайĕнче хальхи вăхăтра хĕрỹ призыв тапхăрĕ пырать. 

-Çак призывра икĕ районтан пурĕ 150 çамрăка çар службине яма палăртнă, - каласа парать пай ертỹçи, запасри майор Павел Васюков.- Призыв ĕç-хĕлĕ графикпа килĕшỹллĕн пырать.

Павел Георгиевич каланă тăрăх, паянхи кун тĕлне Патăрьел районĕнчен 20 çамрăка Канашри призыв пунктне леçнĕ. Майăн 27-мĕшĕнчен тытăнса призывниксене пысăкрах ушкăнсемпе ăсатма пуçлаççĕ.

Çар комиссариачĕн пайĕн направленийĕпе районти 12 çамрăк водителе вĕреннĕ. Вĕсем часах çар техникин рулĕ умне ларĕç. Хальхи вăхăтра тата 13 çамрăка водителе вĕренме янă. Çак специалистсене кĕрхи призывра салтака ăсатаççĕ.

Тĕпрен илсен, хальхи призывра салтак стройне тăракан район çамрăкĕсем служба тивĕçне Шалти çарсенче, Типĕ çĕр çинчи çарсенче, Çар-тинĕс флотĕнче, Сывлăш-десант тата Çар-космос çарĕсенче пурнăçлĕç.

Пайра призывниксен юлашки ушкăнне июль пуçламăшĕнче Канаша ăсатма палăртаççĕ. Пай ертỹçине пăшăрхантаракан ыйту та пур. Сăмахран, хăш-пĕр çамрăксем палăртнă вăăхăтра призыв мероприятийĕсене килмеççĕ. Ку вара салтака каяссинчен пăрăнни шутланать. Çакнашкал фактсем тăрăх пай сотрудникĕсем тивĕçлĕ материалсем хатĕрлесе районсем хушшинчи следстви комитетне тăратма шутлаççĕ. Пĕр çул службăра пиçĕхсе чăн-чăн арçын пулса тăни РФ УКĕн 328 статйи тăрăх айăпланса биографие яланлăхах вараланинчен темиçе хут лайăхрах пулнине ăнланмаççĕ-шим хăш-пĕр çамрăксем? Ял-йышра салтакра пулнисене яланах ытларах хисепленине те манас марччĕ, Раççей Федерацийĕн Конституцийĕнче "Çар тивĕçĕ тата çар служби çинчен" саккунĕсенче салтака юрăхлă кашни арçыннăн служба тивĕçне пурнăçламаллине уçăмлăн палăртса хăварнă. Кун пирки çамрăксен манма юрамасть. Саккун йĕркисем пирки ашшĕ-амăшĕн те хăйсен ывăлĕсене ăнлантарма, салтак стройĕнче тăни хисеплĕ тивĕç пулнине ăша хывтарма тăрăшмалла.

Çар комиссариачĕн Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи пайĕ салтакран таврăннă çамрăксене контракт йĕркипе службăна ярассипе малалла ĕçлет. Кăçал тивĕçлĕ документсем хатĕрлесе 5 çамрăка службăна ăсатнă. Хальхи вăхăтра хамăрпа кỹр-шĕллĕ регионти - Ульяновскри Сывлăш-десант çарĕсен уйрăм бригадинче, Центрти çар округĕнчи ытти чаçсенче контракт йĕркипе службăра тăма пулать. Службăри условисем те, шалу укçи те - тивĕçлĕ шайра.

И. АНАНЬЕВ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика