01 июня 2013 г.
"Тăшман" тесен куç умне нимле майпа та пĕчĕк, куçа курăнман хурт-кăпшанкă тухмасть. Никам асăрхайми нăрăсем шăпах пахчаçăшăн чăн тăшман пулса тăраççĕ. Тĕрлĕ йăх-яхран культурăллă курăксем кăна мар, вăрманти йывăçсем те шар кураççĕ.
Юлашки вăхăтра чикĕ леш енче уйĕ-уйĕпе кукурузăна пĕтерекен сăтăрçă (западный кукурузный корневой червь) пирки пăшăрханса та тарăхса калаçаççĕ специалистсем. Ку мура Европăри 20 ытла çĕр-шывра асăрханă. Çак хурт кỹрекен сăтăр çулталăкне 5 млрд тенке çитме пултарать-мĕн.
Пирĕн тăрăхра кукуруза нумай акманран пысăк çухатусем пулассăн туйăнмасть. Савăнма тăхтар, мĕншĕн тесен тĕрлĕ сăтăрçă юнашар регионсенче те сахал мар тĕл пулать. Вĕсене лаборатори тĕпчевĕсем ирттернĕ чухне палăртнă. Акă, Тутар республикинче пĕлтĕр кăна досмотрсем ирттернĕ май 7 карантин объекчĕ тупса палăртнă: амбрози (трехраздельная), Калифорни чечек трипсĕ, табак лĕпĕшĕ (табачная белокрылка), виç чечеклĕ паслен (паслен трехцветковый), сахал чечеклĕ ценхрус (ценхрус малоцветковый), сỹслĕ шăши кикенекĕ (череда волосистая), тимьян повилики (повилика тимьяновая).
Пирĕн тăрăхра амбрози вăй илсе пыни куç кĕрет. Досмотрсенче ăна 547 хутчен тĕл пулнă, тĕпчев мероприяийĕсенче - 3 хутчен. Кунсăр пуçне çĕр улмин ылтăн тĕслĕ нематодине 66 тĕслĕхре тупса палăртнă.
Карантин объекчĕсен (ку таранччен регионта тĕл пулман хурт-кăпшанкă пирки калаççĕ) списокне кĕртмен сăтăрçăсен шучĕ те нумай. Лаборатори специалисчĕсен куç умне пулнисем кăна 251. Вĕсене вырăнти сăтăрçăсем тесе калас килет.
Чĕмпĕр облаçĕнче те сỹслĕ шăши кикенекĕ, амброзипе повиликăн икшер тĕсĕ, кунсăр пуçне явăнакан горчак (горчак ползучий) çакланнă. Чăваш тăрăхĕнче палăрнă çĕр улми нематоди те, чечек трипсĕ те, хырсене кăшлакан хура усач та пуç çĕк-лесшĕн. Уйрăмах усач харсăр, ăна 16 хутчен асăрханă. Вырăнти сăтăрçăсен 163 тĕсĕ специалистсен куçĕ тĕлне пулнă.
Удмуртирен килекен тавара тĕрĕслеттерме сĕнес килет, мĕншĕн тесен тĕпчев мероприятийĕсем вăхăтĕнче Çĕпĕрти пурçăн тĕртекене (Сибирский шелкопряд) "палласа илнĕ". Вăл самаях сарăлма ĕлкĕрнĕ теме пулать. Сăмах май, ăна ытти çулсенче Мари Республикинче те, Киров облаçĕнче те курнă.
Çак кăпшанкă лăсăллă йывăçсене кăмăллать. Уйрăмах Алтайра, Çĕнĕ Çĕпĕр, Кемĕр, Томск, Иркутск облаçĕсенче тата Красноярск тăрăхĕнче шар кăтартнă лаптăксем чылай пулнă. Сăмахран, Якутире, Хакасире тата Тувара çулçăллă йывăçсене те тиркемен. Хурт ернĕ йывăçсем хавшаççĕ те типме тытăнаççĕ, хуппи тĕпренет. Курăксем вара иртĕнсех каяççĕ. Унчченхи пек вĕсене ỹсме чăрмантармаççĕ-çке. Çапла майĕпен шурлăх пулса каять. Вулăсем çĕреççĕ те çав лаптăкĕсенче иртсе çỹреме йывăрланать. Иртнĕ çĕр çуллăхра Çĕпĕрти пурçăн тĕртекен 13 млн гектар тайга вăрманĕсене пĕтернĕ. Ытти хурт-кăпшанкă пурте пĕрле те çакăн чухлĕ шар кăтартман. Çавăнпа та ăна тата çав йышши ытти сăтăрçа хамăр тăрăха кĕртмелле мар. Çак тĕллевпе Раççей Ял хуçалăх надзорĕн республикăри управленийĕн инспекторĕсем çулсерен вăрман лаптăксенче тĕпчевсем ирттереççĕ. Пĕлтĕр, сăмахран 90 пин гектара тĕрĕсленĕ. Пурçăн тĕртекенĕн тепĕр тĕсне тупса палăртмашкăн кăна 530 гектар питомниксен тата нумай çул ỹсекен культурăсен лаптăкĕсенче феромон капкăнĕсем лартнă. Телее, иккĕленỹ çуратакан хурт-кăпшанка тупса палăртман.
Çапах та сисчĕвленме сăлтав пур. Ку таранччен пирĕн тăрăхра пулман çум курăкĕсене шыранă май амбрози тата повилика куç тĕлне пулнă. Пĕтĕмпе вара 50 пин гектара пăхса çаврăннă. Пĕлтĕр Чăвашра 9 карантин объектне, вырăнти 33 сăтăрçа "тăрă шыв çине кăларнă". Вĕсене пĕтерес тесе хамăр регионта сиенсĕр меслетсемпе ăнăçлă усă кураççĕ. Сăмахран, чечек трипсне тĕп тума энтомофагсем (фитосейулюс, макролофус, ориус) ятарласа ỹстереççĕ. Усачсем килĕштернĕ вырăнсенче хавшак йывăçсене каснă: Çĕмĕрле лесничествинче - 130 га, Канаш тата Йĕпреç лесничествисенче - 15 га.
Сăтăрçăсене республикăна кĕртес мар, ỹсен-тăран тата çум курăксен чирĕсене сарăлма парас мар тĕллевлĕ тĕрĕслевсен, рейдсен, досмотрсен шучĕ уйăхсерен ỹссех пырать. Инспекторсен уйрăмах çуркунне ĕç нумай. Ютран килекен вăрлăха, калча-тĕмсене тĕпчемесĕр хăвармалла мар. Çавна май кăçал та йĕркене пăснă тĕслĕхсем сахал мар çиеле тухаççĕ. Çитменнине, вăл е ку сăтăрçа тупса палăртнă: соя шротĕнче - армути çулçиллĕ амбрози (полыннолистная), тулăра сỹслĕ шăши кикенекĕн вăррисем пулнă. Юрать-ха, вĕсем чĕрĕ пулман. Анчах вăйлă сиен кỹме пултаракан чĕрĕ хурт-кăпшанка та асăрханă. Узбекистанран илсе килнĕ кĕл чечек тĕммисенче Калифорни щитовки аталаннă. Çав партие çунтарса тĕп тунă. Маларах асăннă тĕслĕхсенче те продукцие ятарлă технологипе сиенсĕрлетнĕ. Пĕрене е йывăçран хатĕрленĕ ытти япалана урăх регионтан илсе килнĕ чухне унти фитосанитари лару-тăрăвĕпе кăсăкланăр. Пĕр-пĕр сăтăрçă тупса палăртнă-тăк (карантин фитосанитари зонине туса хунă пулсан) карантин сертификачĕ кирлĕ. Вĕсене ятарлă справочнике те кĕртеççĕ. Пĕчĕк хурт-кăпшанкă мăшкăлне тỹсес мар тесен асăннă йĕркесене пăхăнмаллах!
Надежда ВАСИЛЬЕВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)