05 июня 2013 г.
ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ унчченхи "Тройка" магазин йĕри-тавра пуçтарăннă çỹп-çап купи иртен-çỹренĕн куçне те час-часах тăрăнатчĕ. Çак таврашри тирпейсĕрлĕх пирки "Авангардра" асăрхаттартăмăр. Усси тỹрех пулмарĕ. Темиçе кун купа çаплах выртрĕ. Ыйтăва район администрацийĕн планеркинче хускатрĕç, тирпейсĕрлĕхе пурин умĕнче слайдпа кăтартрĕç. Фотоỹкерчĕке райхаçатра та çапса кăларма тиврĕ. Хальхинче вара тăрăшни харама каймарĕ. Сăрт-ту пекех ỹссе кайнă ăпăр-тапăр купине туххăмрах тасатнă. Халĕ çурт çумĕпе иртсе çỹреме те кăмăллă.
Редакци çакна та асăрхаттарть: малашне таса мар, хыт-хура пуснă вырăнсем валли "Авангардра" "Намăс кĕтесĕ" пулĕ. Унта çакланас мар тесен, пурин те хамăр пурăнакан тавралăхшăн тăрăшмалла. Экологи çулталăкĕнче пушшех те.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)