06 июня 2013 г.
Районта патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсем пыраççĕ. Тунти кун вун пĕрмĕшсем математикăпа тĕрĕслевре пулчĕç. Ачасен кăмăлĕ пăсăкки туйăнмасть. Пĕрремĕшĕнчен - халиччен мĕн вĕреннине çирĕплетеççĕ, иккĕмĕшĕнчен - малашлăх çулĕсене уçаççĕ (аслă шкулсенче пĕлỹ пухас текенсене çакăнти балсемпе йышăнаççĕ), виççĕмĕшĕнчен - кирлĕ специальность илме май паракан предметсемпе тĕрĕслевре пулаççĕ.
Экзаменри балсемпе педагог ĕçне те хаклама пулать. Миçе паллă лартасси унран çеç килнĕ. Халĕ вара ачасен пĕлĕвĕ тăрăх компьютер хаклать.
Вырăс чĕлхипе тата математикăпа иртнĕ патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсенче йĕркене пăсни пулман. Выпускниксем тивĕçлĕ бала (вырăс чĕлхипе 36ран кая, математикăпа 24ран кая кирлĕ мар) илнех пулĕ тесе шутлатпăр.
Аудиторисенче видеокамерăсем лартнă. Çапах вĕренекенсем çухалса каймаççĕ, пуçпа ытларах шутлани сисĕнет. Анчах кĕсье телефонĕ çине шанакансем те сахал мар. Хăшĕ-пĕри хурава унтан "вăрлама" пăхать.
Акă биологипе экзамен панă чухне пĕр хĕрачан телефон сасси пурне те илтĕнмеллех янăраса кайнă. Унăн аудиторинчен тухма тивнĕ. Халĕ çамрăк çак предметпа экзамена кĕреймест.
Обществознанипе, историпе, акăлчан чĕлхипе, физикăпа, химипе, ытти предметсемпе те тĕрĕслевсем маларах палăртнă кунсенчех пулса пыраççĕ.
Экзаменсем июнĕн 13-мĕшĕнче вĕçленеççĕ.
Н. ФЕДОРОВА, вĕрентỹ пайĕн начальникĕн çумĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)