АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чиртен сыхă пулар

05 июня 2013 г.

 Хальхи вăхăтра республика территорине ытти регионсенчен сыснасен африка чумине пуçаракан инфекци килес хăрушлăх пур. Пĕлтĕр 62 тĕслĕх тупса палăртнă, кăçал - 6. Африка чуми - хăвăрт ерекен чир, унпа сиенленнĕ выльăх вилет. Килти сыснасем те, вăрман-хир сыснисем те хăть хăш тапхăрта та аптăрама пултараççĕ. Вирус температура режимне те пăхăнмасть. Инфекци какайра (тĕтĕмленĕ пĕçĕре) 5-6 уйăх таран сыхланать. Инфекцин тĕп çăл куçĕ - чирлĕ тата вилнĕ выльăх. Çак мура ертнĕ сысна чылай вăхăт хушши вируса сараканни тата ертекенни шутланать. Какайран хатĕрленĕ çимĕçрен, каяшран тата ыттинчен те куçать. Çавăн пекех апат памалли хатĕр, ĕçлекен персонал, килти тата тискер чĕр чунсем, кайăксем, ут-тир паразичĕсем, хурт-кăпшанкă урлă- инфекциллĕ выльăхпа çывăхлансан - хăрушлăх кăлараççĕ.

Чир паллисем: ỹт температури 41,5 - 42 градуса çити вĕриленет, аппетит начарланать, пĕр вĕçĕм шыв ĕçесси килет, асапланать, сăмсинчен юхма тытăнать, варвитти пуçланать, хăш-пĕр чухне юнлă та тухать. Пĕтĕ амасен çурисем вăхăтсăр çуралаççĕ. Сыснан сăмсинчен юн юхма тытăнать, хырăмĕ, хăлхи çинче тата ытти çĕрте те ỹт айĕнче пĕр вырăналла юн сăрхăнса пуçтарăнать. Вĕсем пĕрлешсе йăм-хĕрлĕ пăнчăсем тăваççĕ, пусса пăхсан та шуралмаççĕ. Чир ернĕ выльăх 7 - 10 кунтан вилет.

Ăсчахсем хальлĕхе ку муртан сипленмелли меслет, çавăн пекех эмелпе вакцина, шухăшласа кăларман-ха. Унран сыхланмалли пĕртен-пĕр меслет - профилактика мероприятийĕ. Пирĕн тăрăхра ку чир палли çук.

Чи малтанах ăна тупса палăртнă вырăна карантина хупмалла. Чирлĕ сыснана юн кăлармасăр вĕлереççĕ, çунтараççĕ. Африка чумин вирусĕ килти е хир сыснисене çеç аптăратать, ытти выльăха е чĕр чуна, çынна ермест. Инфекци ан çулăхтăр тесен çак ĕçсене тумалла:

- сысна фермисенче (комплекссенче) "хупă" режим йĕркелемелле. Территорине ют çын тата выльăх кĕресрен карта тытса çавăрмалла. Тĕп алăк патне дезбарьер вырнаçтармалла;

- сыснасене урама уçăлтарма кăларма юрамасть;

- выльăх-чĕрлĕх юлашкийĕсенчен тунă апатсене лайăх пĕçерсе памалла; 

-чумана хирĕç вакцинаци тунине, чир тĕлĕ-шĕнчен хăрушлăх çуккине çирĕплетекен ветеринари докуменчĕсем пур чухне кăна сыснасене туянмалла; 

-чир паллине курсанах ветеринари врачне пĕлтермелле; 

-фермăра вăй хуракансене ятарлă тум-тирпе тивĕçтермелле, варланнисене ферма территоринчех çумалла; 

-сыснан тата хир сыснин какайĕсене трихинеллоскоппа пăхса экспертиза тумалла; _ хушма хуçалăхсенче те, ял хуçалăх предприятийĕсенче те сыснасен йышне тĕрĕслесе тăмалла; _ сыснасене тата вĕсем тăракан хуралтăсене сăвăссенчен, юн сăхакан ытт

-хурт-кăпшанкăран тасатса тăмалла; 

-шăши евĕр кăшлакан чĕр чунсене пĕтерме наркăмăшсем хумалла. Вилнисене тата наркăмăш юлашкийĕсене пуçтарса илсе ятарласа палăртнă вырăнта утилизацилемелле;

- хуралтăсене вăхăтран вăхăта дезинфекцилемелле; 

-тислĕке ятарлă вырăна хурса биотермика мелĕпе сиенсĕрлетмелле.

Сысна тытакансен выльăх усрамалли йĕркене пăхăнмалла, яваплăх пирки манмалла мар. Раççей Федерацийĕн саккунĕпе килĕшỹллĕн муртан асăрхаттарас тата кĕрешес тĕллевпе йĕркелекен мероприятисене хутшăнмалла.

П. ЕФИМОВ, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика