АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханни - пурнăçра сыхланни

05 июня 2013 г.

 Вут-кăвар туххăмрах ĕмĕрĕпе пуçтарнă мул-тупрана кĕл купине çавăрма пултарать. Вăл çеç те мар, инкекре çыннăн пурнăçĕ татăлни пушшех те йывăр. Чăн та, иртнĕ çул районта вилĕмпе çыхăннă тĕслĕх пулман, кăçал вара пушарта пĕр арçын тĕтĕмпе чыхăнса вилнĕ.

Районта майăн 25-мĕшĕ тĕлне 16 пушара шута илнĕ. Ял тăрăхĕсенчен Патăрьелĕнче (4), Первомайскинче (3), Турханта (2) ытларах пушар тухнă.

Пĕтĕмĕшле илсен, пушарсенче мĕн пурĕ 460 пин тенкĕ ытларах пурлăх çунса юрăхсăра тухнă.

Иртнĕ çул вара 15 пушарта çынсем 396 пинлĕх тăкак тỹснĕ.

Çакна та палăртса хăвармалла: пушарсен тĕп сăлтавĕ - электрооборудованисемпе усă курнă чухне хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманни. Чылай чухне вут чĕртнĕ хыççăн унпа асăрханусăр пулнăран та инкек сиксе тухать.

Шкулта вĕренекенсемшĕн çуллахи вăрăм каникул кунĕсем пуçланчĕç. Шăпах çак тапхăрта аслисен кĕçĕннисене асăрхасах, тимлесех тăмалла. Вĕсем килсене пĕччен ан юлччăр, шăрпăкпа ан алхасччăр.

Вут-кăвартан асăрханни - пурнăçа сыхланиех.

А. СИМУКОВ, районти пушар надзорĕн курсанчĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика