11 июня 2013 г.
ÇАК кунсенче республикăра çамрăк пушарниксен XXIII слечĕ иртнĕ. Вутпа кĕрешекенсем кашни районтанах та пулман. Ку енĕпе Юхмапа Пăла тăрăхне Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул маттурĕсем хỹтĕленĕ. Вĕсем яланхиллех В. Антипов ертсе пынипе ăмăртăва çирĕп команда тăратнă. Пушар темипе çыхăннă ыйтусемпе ĕçсене маларах тĕплĕн хатĕрленни харама кайман: "Логово Минотавра" конкурсра 9 - 11 класс ачисем хăйсене лайăх енĕпе çеç кăтарт-са пĕрремĕш вырăн йышăннă. Шкул коллективĕпе администрацин Н. Аппакова, С. Быков, С. Горбунов, Т. Филиппов, Л. Иванов пушарнăйсене çĕнтерỹшĕн тав тумалăх пур.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)