АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕвеллĕ усланкăра Акатуй кĕрлерĕ

11 июня 2013 г.

Июнĕн 8-9-мĕшĕсенче Шăнкăртам вăрманĕнчи "Хĕвеллĕ" уçланкăна район халăхĕпе ĕç хастарĕсем, аякран та çывăхран уява хапăл тунă хăнасем йăлана кĕнĕ акатуй-сабантуя пуçтарăнчĕç. Кăçалхипе 62-мĕш хут кĕрлерĕ вăл районта. Тăван тавралăха сыхламалли çулталăка халалланă уяв хальхинче те пысăк хавхаланупа, кăмăлтан иртрĕ.

Республикăри ытти районсенче çакнашкал уявра пĕр кун çеç савăнаççĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче вара вăл икĕ кун пулать. Хальхинче те çаплах: пĕрремĕш кунĕнче ачасен уявне йĕреклерĕç, иккĕмĕшĕнче- аслисенне.

Малтанхи кунĕнче вĕрентỹ учрежденийĕсен йышлă делегацийĕсене район админстраци пуçлăхĕ Николай Глухов тата район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ- вĕрентỹ, социаллă аталану, информаци тивĕçтерĕвĕ тата архив ĕçĕсен пай пуçлăхĕ Валерий Осипов вĕренỹ çулне ăнăçлă вĕçленĕ ятпа саламларĕç, тивĕçлисене Хисеп грамоти парса чыс турĕç. Çак кунах шкулсенчи художество пултарулăх коллективĕсем хăйсен юрри-ташшисемпе савăнтарчĕç, спортсменсем тĕрлĕрен ăмăртусенче тупăшрĕç.

Уявăн тĕп мероприятийĕсем июнĕн 9-мĕшĕнче пулчĕç. Ăна сумлă уçнă çĕре Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, район пуçлăхĕ М. Петров, республикăри пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Красное знамя" хуçалăх ертỹçи Петр Никифоров тата ытти сумлă хăнасем те хутшăнчĕç. Малтанах уявăн тĕп сцени çинче професси тĕлĕшпе чи лайăххисене палăртрĕç, ака-суха ĕçĕнче кăтартуллисене, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче, строительствăра палăрнă хастарсене, уйрăм хуçалăхсене чысларĕç. Акатуя хапăл тунисем спорт ăмртăвĕсене те пăхса киленчĕç.

Акатуй çинчен тĕплĕнрех шăмат кунхи номерте паллаштаратпăр.

(Хамăр корр).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика