АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĕР ХАВШАТЬ- çЫНСЕН ВĂЙ-ХĂВАЧĕ ЧАКАТЬ…

11 июня 2013 г.

 Ĕлĕкрех çĕнĕ çеремсем уçса тыр-пул туса илнĕ май арçын "этемлĕхĕн вăйлă пайĕ" ята тивĕçнĕ пуль. Анчах паян пач хирĕçле ỹкерчĕк. Çĕртен писсе пыракан арсем пирки мĕн темелле-ши?

Çĕртен ютшăнса пынăран тăпра пулăхлăхĕ чакать, çум курăк вăй илет, тĕрлĕ тĕм ỹсет. Кун пек вырăна камăн тара илес килтĕр? Харпăрлăхра шутланакан лаптăкпа сыв пуллашма хатĕррисем те тупăнаççĕ. Каланине çирĕплетнĕ май пĕр тĕслĕх кăна илсе кăтартам. Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн патшалăх çĕр надзорĕн пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Нина Воронова ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене тухăçлă усă курнине тĕрĕсленĕ май çакна тĕпчесе пĕлнĕ. "Синтез Агро" обществăн нумаях пулмасть кăна 9111,7 гектар çĕр пулнă. Ака уйăхĕ тĕлне вара 2797,3 гектар тăрса юлнă. Общество 2910,8 гектарпа пачах "сыв пуллашма" шут тытнă. Тепĕр майлă каласан, çакăн чухлĕ çĕр ял тăрăхне куçать. Харпăрлăхри çĕрсен пĕр пайне арендăна пани, теприне пусă çаврăнăшне кĕртменни, виççĕмĕшне кĕтỹ çỹретмелли вырăна çавăрни пирки тĕплĕнрех тепĕр чух сăмах пуçарăпăр.

Тĕрĕссипе, ял тăрăхне куçнă лаптăксене кăçалах сухаласа-акса хăварасси иккĕлентерет. Ял тăрăх администрацийĕн ку ĕçпе аппаланма техника çук. Тепĕр тесен, ку вĕсен ĕçĕ те мар.

Çак ыйту пĕр ял тăрăхĕнче кăна мар çивĕч тăрать. Хуçасăр лаптăксем унта та кунта тупăнаççĕ. Республикăра пушă выртнă кашни гектарпа усă курнăшăн укçан хавхалантарма шантарнă хыççăн лав вырăнтан тапранасса шанас çук. Управлени специалисчĕсене тата тепĕр ыйту канăçсăрлантарать. Хăш-пĕр администрацинче тара панă çĕрсемпе тухăçлă усă курнине тĕрĕслесе тăрас ĕçе кирлĕ шайра йĕркелемен. Çĕр саккунĕсене пăхăнманни пирки вара, шел те, инспекторсен кăмăллах мар калаçу пуçарма тивет.

Управлени ĕçченĕсем кунне темиçе вырăнта пулаççĕ пулин те пур çĕре те пĕрех çитеймеççĕ. Кунсăр пуçне çакна та палăртса хăварас килет: прокуратура çирĕплетнĕ планпа пăхнă тĕрĕслевсене кăна ирттерме ирĕк пур. Паллах, çынсем кăмăлсăрланса çырнă тĕслĕхсене те тимлĕхсĕр хăвармаççĕ инспекторсем. Сăмах май, пĕлтĕр çĕршĕн чунĕ ыратакан çынсем йĕркесĕрлĕхсем пирки çăхав çырни пĕрре кăна мар пулчĕ. Унти сăмахсем тăрăх административлă тĕпчевсем ирттерчĕç.

Кăçал та кунашкал çырусем çитрĕç. Кашни "сигналпа" çула тухнă. Кăçалхи тĕрĕслевсен кăтартăвĕсем пирки калаçма иртерех-ха, тĕпчевсем вăй илсе пыраççĕ кăна. Сирĕн тăрăхра вара мĕнле: çĕр-аннемĕр ăпăр-тапăр айне пулман-и, пулăхлă тăпра сая каймасть-и?

Н. ВАСИЛЬЕВА, управлени ĕçченĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика