11 июня 2013 г.
Пурнăç малалла шунă май этемĕн тыткаларăшĕ те, шухăш-туйăмĕ те улшăнса пырать. Пурнăç саккунĕ çапларах пуль. Паян ĕлĕкхипе хальхине танлаштаратăп та тĕлĕнетĕп, чылай пулăм пуçа вырнаçмасть. Тепĕр чухне арçынсене хĕрарăмсенчен, хĕрсене каччăсенчен уйăрса илейместĕн. Йĕкĕтсем хăлха алки çакса çỹреççĕ, çỹçĕсене ỹстереççĕ е кăтралатаççĕ. Телевидени передачисенче çара ỹтлĕ юрăçсене, артистсене курма пулать. Е кăнтăрлах арлă-арăмлă хутшăнусене сăнарлакан ỹкерчĕксемлĕ киносене, çарамас этемсене кăтартаççĕ. Вĕсене аслисем анчах мар, ачасем те курни никамах та шухăшлаттармасть, ахăр. Хĕрсем вара шăлавар, çĕлĕк тăхăнаççĕ, кăваписене кăтартса çỹреççĕ. Çулла кăна мар, хĕлле те пилĕкĕсем çап-çара-çке! Вăрăм пирусĕсене те хăшĕ-пĕри çăварĕнчен кăлармасть. Аллисенче сăра кĕленчисем, пуçа минретекен шĕвеке савăтĕнченех ĕçеççĕ. Вĕсен вара ача çуратмалла, йăха тăсмалла. Чирлĕ, эрех-сăрапа наркăмăшланнă çынран сывă пепке çут тĕнчене килеет-ши? Чăнах та, умра те пике, те яш тăрать, уйăрса илме питĕ йывăр. Тутисене сăрланинчен, куçĕсене хуратнăран çеç тавçăрса илетĕп.
Тепĕр пулăм та канăç памасть. Çамрăксем мĕншĕн-ха вырăсла мар, ют чĕлхепе çырнă тум-тир тăхăнаççĕ. Хăш-пĕр чухне унти сăмахсен пĕлтерĕшне те ăнланмаççĕ пуль. Хамăртан хамăр култаратпăр вĕт! Анăçра сарăлнă уявсене паллă тăватпăр, хамăр йăх-несĕлĕнне вырăна хумастпăр. Шкул ачисен калаçăвĕнче "хэллоуин" текен сăмаха час-часах илтетĕп. Великобританипе Çурçĕр Ирландинче вăй илнĕ праçникре тĕрлĕ тум-тир тăхăнса пĕр-пĕрне хăратаççĕ. Пирĕн хамăрăн та çак уяв пур вĕт: кивĕ Çĕнĕ çул. Çавăн чухне ача-пăча, яш-кĕрĕм карчăкла е старикле тумланса килтен киле çỹретчĕç. Халь ăна маннăпа пĕрех. Ун вырăнне ют çĕр-шывран килни пирĕн пурнăçа кĕрет.
Çуралнă кунсенче те саламласа (чăвашла вырăсла пулсан та нимех те каламăттăмччĕ - авт.) акăлчанла юрлаççĕ. Тăван чĕлхерен вăтанаççĕ-ши е урăх халăх чĕлхине пĕлнине кăтартасшăн-ши? Сăпайлăх, чунлăх, ĕлĕкхи йăла-йĕрке ăçта çĕтсе пырать-ши?
А. ПЕТРОВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)