АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇАМРĂКСЕН ПĕРЛĕХ КУНĕ

11 июня 2013 г.

Районта республикăри çамрăксен Пĕрлĕх кунĕ иртрĕ. Кунта яш-кĕрĕм хушшинче наркомание, алкоголе, пирус туртассине хирĕç кĕрешесси мĕнле пыни пирки сỹтсе яврĕç.

Çамрăксен парламенчĕн членĕсем (председателĕ Г. Николаев) тата çамрăксен суйлав комиссийĕн членĕсем (председателĕ С. Евграшкина) вĕрентỹ пайĕн началникĕпе В. Осиповпа, Турхан ял тăрăх пуçлăхĕпе А. Сымовпа, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕпе С. Манзуркинпа пĕрле районта иртекен "Зарница" тата "Орленок" вăйăсене çитсе курчĕç. Вĕренекенсем хушшинче эрех, наркотик, пирус сиенĕ пирки каласа кăтартнă хыççăн çамрăксен парламенчĕпе суйлав комиссийĕн членĕсем конкурссем йĕркелерĕç. "Чи лайăх хаçат" номинацире çĕнтерессишĕн хĕрсемпе каччăсем хăйсене хумхантаракан ыйтусене хускатрĕç, çут çанталăка упраса хăвармалли майсем, вăйă епле иртни пирки çырчĕç. "Орленока" хутшăнакансенчен Тутар Сăкăтĕнче вĕренекенсем чи пултаруллисем пулчĕç. Иккĕмĕш вырăна - Сăкăт, виççĕмĕшне Туçа шкулĕсем тухрĕç. "Зарница" вăйăра тупăшакансенчен Пăлапуç Пашьел, Шăнкăртамри пĕрремĕш тата иккĕмĕш пĕлỹ çурчĕсенче ăс пухакансем призсем çĕнсе илчĕç. Суйлав саккунĕсемпе йĕркеленĕ кроссворда Первомайскисем чи малтан "шĕкĕлчерĕç", "Эрудит" ята тивĕçрĕç. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул ачисем суйлава йыхравлакан чи лайăх реклама хатĕрлерĕç. "5 тĕрлĕ сăлтав" конкурсра Тутар Сăкăтсем чи маттуррисем иккенни палăрчĕ.

Мала тухнисене грамотăсемпе чысларĕç, федераци саккунĕ пирки çырнă кĕнесем пачĕç.

Пĕрлĕх кунĕ çамрăксен парламенчĕ тата вĕрентỹ пайĕнчи яш-кĕрĕм волейболла вылянипе вĕçленчĕ.

А. АНТОНОВА, çамрăксемпе ĕçлекен методист.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика