АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СТУДЕНТСЕМ- ГЕРМАНИРЕ

11 июня 2013 г.

Шупашкарти И. Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕн ют чĕлхесен факультетĕнче вĕренекен студентсем çулленех ют çĕр-шывсене экскурсисене кайса çỹреççĕ. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн та тĕнчери тĕрлĕ кĕтессене ĕçлеме вырнаçаççĕ. Çакăнта, паллах, факультетри тăрăшуллă, тарăн пĕлỹ паракан преподавательсен тỹпи пысăк.

Эпир те хамăр ушкăн студенчĕсемпе Германие кайса килтĕмĕр. Специальноçпа çыхăннă программăна пурнăçласа Берлин, Кассель, Марбург хулисенчи университетсенче семинарсене хутшăнтăмăр, нимĕç студенчĕсемпе паллашрăмăр, вĕсемпе çав чĕлхепе, акăлчанла калаçса Раççейре, Германире аслă шкулсенче пĕлỹ пухакансен умĕнче тăракан вĕренỹ ыйтăвĕсене сỹтсе яврăмăр. Берлинта рейхстага кĕрсе куртăмăр тата унти, Кассельри музейсенче пултăмăр, Марбургри М. Ломоносов, Б. Пастернак, Б. Окуджава тата Якобпа Вильгельм Гримм пурăннă вырăнсенче пулса куртăмăр.

Германие эпир филологи наукисен кандидачĕ, нимĕç чĕлхи кафедрин доценчĕ О. Кириллова тăрăшулăхĕпе пултарулăхне кура çитрĕмĕр. Ольга Юрьевна - пирĕн ентеш. Вăл Турханта çуралса ỹснĕ, унти вăтам шкул хыççăн педагогика университетĕнче вĕреннĕ. Ольга Юрьевна пулăшнипе пирĕн ушкăнри студентка грант çĕнсе илсе Германири Трир хулине вĕренме каять. Ют чĕлхесен факультетĕнче тата пирĕн тепĕр ентеш, филологи наукисен кандидачĕ, нимĕç чĕлхи кафедрин заведующийĕ В. Фролова ĕçлет. Эпир Германие кайса курнăшăн савăнатпăр, ют чĕлхене тата лайăхрах, хавхаланса вĕренес килет. Алла диплом илнĕ хыççăн эпĕ шкулта вĕрентме пуçласшăн. Тĕрлĕ фирмăра тăлмач пулса ĕçлеме пулать е тата Германире магистратурăра тỹлевсĕрех вĕренсе пĕлĕве ỹстерме майсем пур.

С. ИСАЕВА, студентка.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика