08 июня 2013 г.
КĂÇАЛХИ çур çулта çул çитмен ачасем преступлени тунă тĕслĕхсем пулман. Анчах çакă ашшĕ-амăшне те, вĕрентекенсене те, йĕрке хуралĕнче тăрăшакансене те лăпланса лармалли сăлтав пулмалла мар. Ку таранччен вунă ачана административлă майпа йĕркене пăсни пирки протокол çырни те малашне аслисен тимлĕхе уйрăмах ỹстермелли пирки асăрхаттарать. Çакскерсене пурне те пакунлисем обществăлла вырăнта ỹсĕр пулнăшăн протоколсем çырнă, ачисемшĕн ашшĕ-амăшне штраф тỹлеттернĕ. Хальхи вăхăтра районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен уйрăмри хура списокра 55 ача шутра. Вĕсем кирек хăш вăхăтра та преступлени туса ан хуччăр тесен кулленхи тимлĕх, профилактика кирлех.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)