08 июня 2013 г.
АПК предприятийĕсемпе строительство организацийĕсен хушшинчи экономика ăмăртăвĕн 2012 çулхи кăтартăвĕсем тăрăх çаксене лайăххисем тесе палăртнă:
- ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинче тĕп отрасльсене лайăх аталантарнăшăн
- акционерсен "Батыревский" хупă пĕрлешĕвĕ (ертỹçи П. Ялуков, экономисчĕ С. Казенова, тĕп бухгалтерĕ Р. Сейфуллина);
-ỹсен тăран отраслĕнчи лайăх кăтартусемшĕн
-"Красное знамя" ял хуçалăх кооперативĕ (ертỹçи П. Никифоров, агрономĕ В. Красников, инженерĕ А. Шапкин);
- выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи çитĕнỹсемшĕн - "Звезда" ял хуçалăх кооперативĕ (ертỹçи В. Кузнецов, тĕп зоотехникĕ В. Щукина);
- строительство комплексĕнчи çитĕнỹсемшĕн - тулли мар яваплă "Булат" пĕрлешỹ (ертỹçи Р. Абдулвалеев, тĕп бухгалтерĕ Ф. Сармаева, тĕп инженерĕ И. Маков). Вĕсем строительствăпа монтаж ĕçĕсене 103,7 миллион тенкĕлĕх пурнăçланă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)