АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Юратрăм эп, хирсем, сире…"

08 июня 2013 г.

 тесе пуçланăччĕ хăйĕн пĕр сăввине Аслă Арапуçĕнче çуралса ỹснĕ Митта Ваçлейĕ. Шăркана ларнă кĕрхи ыраш тинĕс евĕр хумханнине, çурхи тырă вăй илсе хĕвел патнелле кармашнине курсан, тăри юрă шăрантарнине илтсен, чăнах та чун савăнать. Çакăн пек чухне çĕр сывлани те палăрнăн туйăнать. Хĕпĕртемелĕх сăлтавĕ те пур. Йывăрлăхсене çĕнтерсе акана кĕске вăхăтра вĕçленĕ, республикăра чи нумай çĕр улми лартаканни эпир пулнă. Вăл кăна-и-ха! Кăçал, ытти çулсемпе танлаштарсан, анасем те тасарах. Унччен çум курăк йăл илме пуçланă лаптăксенче культурăллă ỹсен-тăран çитĕнет. Паллах, çитменлĕхсем, кăмăла хуçакан ỹкерчĕксем те пур. Ытлари кун, июнĕн 4-мĕшĕнче, районта иртнĕ уй-хир тĕрĕслевне хутшăнакансем - район пуçлăхĕ М. Петров, район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, ял тăрăх пуçлăхĕсем, ял хуçалăх ертỹçисемпе тĕп специалистсем, райадминистрацин специалисчĕсем - çаксене пурне те хăйсен куçĕпе курчĕç, хакларĕç.

Акционерсен "Батыревский" хупă пĕрлешĕвĕн хирĕсем кăçал та таса. Кунта çулленех пахалăхлă вăрлăхсене çеç акаççĕ. Минераллă удобрени, гербицид сапаççĕ. Сăмах май, кунта çĕр улми лаптăкĕ районта чи пысăкки. "Исток", "Красное знамя", "Труд", "Первомайск", "Малалла" хуçалăхсен, улма-çырла питомникĕн анисем те куçа илĕртеççĕ. Яваплăха туйса вăй хуни, технологие пăхăнни каламасăрах паллă.

Районта çĕнĕлĕхсем вăй илсе, сарăлса пыни те сисĕнет. 2010 çулхи шăрăх çанталăкра çамрăк хунавсене çăлса хăварас тесе улма-çырла питомникĕ тумламлă шăварупа усă курнăччĕ. Пĕлтĕр унпа Çĕнĕ Ахпỹртри Л. Краснова фермер севок уйне шăварчĕ. Кăçал ăна Е. Мартышкин фермер та туяннă. Хирсене пăхса çỹрекенсем Евгений Михайловичăн анисемпе, шыв тумлатакан "пыршăсемпе" паллашрĕç.

Тупăш курас тесен пурнăç таппинчен юлма юрамасть. Çакна Красномайскисем те тĕпе хунă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсемсĕр пуçне пĕлтĕр "Колос" хуçалăхра виçĕ гектар ыхра лартнă.

Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ, çавăнпа та пахча çимĕçĕн тухăçĕ пирки калама иртерех-ха. "Мир", "Хастар" хуçалăхсем вара кăçалтан нумай çул ỹсекен курăк вăрлăхне туса илессипе ĕçлеме пуçăнасшăн.

"Сидели" пĕрлешỹре ĕлĕкхи сада тепĕр хут чĕртес тĕллевпе 300 тĕп пан улми йывăççи лартнă. Ака вĕçленни çĕр ĕçченĕшĕн канмалли кунсем çитнине пĕлтермест. Нумай çул ỹсекен курăксем çурхи нỹрпе аванах хăпарнă, вĕсене çулма тухма та вăхăт. "Исток" агрофирмăра курăка выракан техникăна юсанă. Пĕрремĕш хут çулса илнинчен сенаж хума палăртнă. Район администрацийĕн специалисчĕ Ю. Федоров ешĕл апата кĕске вăхăтра тата технологие пăхăнса хатĕрлемеллине аса илтерчĕ.

Туçа енче пурăнакансем сухан-севок туса илессипе пĕр пăт тăвар çеç çимен. Асăннă культурăна "Тойсинская" агрофирма та, уйрăм хуçалăхсем те çитĕнтереççĕ. Çум курăка чылайăшĕ гербицид сапса тасатать. Укçалла çумлаттаракансем те пур. Кăштах кĕмĕл ĕçлесе илес тесе ку ялтан кăна мар, çывăхрисенчен те килеççĕ. Йỹçĕ, çав вăхăтрах усăллă çимĕçе Çĕнĕ Ахпỹртре ỹстерекенсем уйрăмах чылай. Кăçал çеç кунта ăна 200 гектар ытла никĕсе хывнă. Акнă-лартнă культурăсем пур хуçалăхра та тенĕ пекех лайăх шăтса тухнă. Çумăр çукки çеç вĕсене ярăнса ỹсме чăрмантарса тăрать. Кĕрхисем вара аванах çỹллĕ. "Звезда" хуçалăхăн та вăл куç тулли хумханса ларать. Алманчăсенни пирки те çакнах калама пулать. Ытти анасем пушă выртманни те савăнтарать. Кăçал кунта Н. Федоров фермер хуçалăхĕ йĕркеленнĕ. Вăл кашни лаптăкпа туллин усă курма тăрăшнă.

- Уйрăм çынсем çĕр пайĕ илсе уйрăлса тухаççĕ. Пĕр-ик çул акнă хыççăн ĕçлемелли пирки "манаççĕ". Пушă, усăсăр выртакан çĕрте кукша пуçсем хуçаланма пуçлаççĕ. Вăррисем пур çĕре те сарăлаççĕ, - терĕ чылайăшне хумхантаракан ыйтăва хускатнă май "Красное знамя" хуçалăха чылай çул ертсе пыракан П. Никифоров.

"Труд" ял хуçалăх кооперативĕшĕн те ку проблема ют мар. Ахальтен мар ĕнтĕ Çĕньялăн пушă выртакан çĕрне арендăна илнĕ. Унта кукуруза акнă тата кĕрхи культурăсене никĕсе хывма хура пусă хатĕрлеме пуçланă. "Чувашский" учрежденин агрохимикĕ С. Шалтынов тăпра пулăхлăхне тĕрĕслеттересси, кĕрхи культурăсене турă аллине панă чухне минераллă удобрени сапасси пирки чарăнса тăчĕ. Ун сăмахне малалла Россельхозцентрăн районти уйрăмĕн начальникĕ О. Глухов тăсрĕ. Вăл тыр-пула чир-чĕртен сыхласси, гербицидпа ĕçленĕ чухне асăрханулăрах пулмалли çинчен каларĕ. "Корма" эртел те çерем пăсса культурăллă çимĕç çитĕнтерме тăрăшать. И. Владимиров ертсе пыракан хуçалăх Татмăшри, Вăтаелĕнчи усăсăр выртакан лаптăксене пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Ял хуçалăхĕнче пур отрасль те пĕр-пĕринпе çыхăннă. Тĕш-тырă ăнса пултăр тесен выльăх-чĕрлĕх пирки те манмалла мар. "Первомайск" кооперативра пурин патне те тимлĕх çителĕклех уйăраççĕ. Çулла ĕнесене лагере кăлараççĕ. Симĕс курăк çинче çỹренĕрен сăвăм та палăрмаллах пысăк. Районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ П. Ефимов выльăхсене кĕтĕве кăларнă вăхăтра витесене тасатса тирпейлесси, юсасси, дезинфекцилесси пирки сăмах пуçарчĕ. _ "Малалла" эртель вăрлăхпа ĕçлекен хуçалăхсенчен пĕри. Тухăçăн 50 проценчĕ вăрлăх пахалăхĕнчен килет. Кăçал та çĕннисене илсе килтĕмĕр, _ тет хуçалăх пурнăçĕпе кĕскен паллаштарса М. Петров. Çурхисем кунта тикĕс шăтса тухнă, кĕрхисем те аванах. Райадминистрацин специалисчĕ А. Майрушкин пысăк репродукциллĕ вăрлăх ытларах никĕсе хывнине (28 процент) палăртрĕ.

Акнине пуçтарса та илмелле. Шутлă кунсем хăвăрт иртеççĕ, çакна асра тытса комбайнсене те юсава лартма вăхăт çитсе пынине, техника хăрушсăрлăхне пăхăнмаллине Гостехнадзорăн районти инспекторĕ И. Васильев каларĕ. Уй-хир тĕрĕслевне район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов тата унăн çумĕ М. Калмыков пĕтĕмлетрĕç. Çитменлĕхсене пĕтерме, çĕр патне тимлĕх ытларах уйăрма, пысăк тухăç пухса кĕртме сунчĕç.

О. ПАВЛОВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика