АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пластик ан çунтарăр

08 июня 2013 г.

 "Пуçтарнă çĕрте мар, çỹплемен вырăнта таса",  теççĕ халăхра. Ял тăрăхĕсен территорийĕсем тирпейлĕ те хăтлă пуласси çынсен культура шайĕнчен те нумай килет çав. Ялсенче пурăнакансем унта та кунта ăпăр-тапăр пăрахнипе çĕр лаптăкĕсем шар кураççĕ. Тĕрĕссипе, саккунсем тăрăх, çỹп-çапа ятарлă вырăна кайса тăкассине вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен йĕркелесе тăмалла. Сăмах май, Чăваш республикинче ăпăр-тапăр пăрахмалли санкциленĕ 34 вырăн шутланать. Вĕсене хула-район администрацийĕсем тата ытти тивĕçлĕ органсем пăхса тăраççĕ.

Пирĕн районта та ку ĕç йĕркеленнĕ, анчах та хăшĕ-пĕри çỹп-çапа ятарлă вырăна пăрахмаллине ăнлансах каймаççĕ. Е тата килĕнчи кирлĕ мар ăпăр-тапăра - пластик савăтсене, полиэтилен сумккăсене, синтетикăллă япаласене - çунтараççĕ. Унăн тĕтĕмĕ сывлăхшăн питĕ сиенлĕ, вăл сехечĕпе йăсăрланса тавралăха хăрушă наркăмăшсем - азот окиçĕсем, кỹкĕрт (сера), фенол, углеводсем, концерогенлă диоксинсем кăларать. Таса мар газсене пула çынсем онкологи, астма, аллерги чирĕсемпе асапланма пуçлаççĕ.

Инкек-синкек пырса ан тивтĕр тесен çийĕнчех шутламалла. Ăпăр-тапăра çунтармалла мар, контейнерсене пăрахмалла.

Хитре те таса тавралăх, сывă наци - пирĕн пуласлăх. Çакă чылай чухне хамăртан килет.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика