АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сертификат çукки - йывăрлăхсем шырани

08 июня 2013 г.

Чăваш çĕр улмине тата пахча çимĕçне çĕр-шывăмăр тĕп хулинче, çавăн пекех ытти регионсенче те килĕштернипе ентешĕмĕрсем мухтанма та пултараççĕ. Кунашкал тавар республикăран çулталăкне миçе тонна ăсанать-ши! Раççей Ял хуçалăх надзорĕн республикăри управленине кăçалхи пĕр-ремĕш кварталта кăна 370 тонна пирки пĕлтернĕ. Продукцие çула кăлариччен тĕрĕслеттермелле-çке. Кун хыççăн тавар йĕркеллĕ пулсан, паллах, фитосанитари е карантин сертификачĕ çырса па-раççĕ управленире. Анчах кунашкал йĕрке пирки пурте пĕлеççĕ-ши? Çак самант мĕншĕн иккĕлентерет тетĕр-и? Управлени специалисчĕсен контрольпе надзор ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ май çакна çирĕплетме пулать: ỹсен-тăранăн карантинĕ енĕпе ытларах тĕл пулакан йĕркесĕрлĕх вăл - карантин сертификачĕ пулманни. Çавăнпа та документа илес йĕрке пирки сăмах пуçарни ытлашши пулмĕ. Мĕнле-мĕнле продукци пирĕн тăрăхран ытти регионсене ăсанни, ют çĕртен республикăмăра килни пирки те асăнар.

Пурте ку терминсемпе тĕл пулман та пулĕ, анчах çĕр-шыв шайĕнче суту-илỹпе аппаланакансен ку ăнлавсене пĕлмеллех. Патшалăх аслă инспекторĕ Елена Покровская каласа панă тăрăх, ял хуçалăх надзорĕнче карантин фитосанитари контролĕ (надзорĕ) текен направлени пур. Унăн тĕллевĕ пысăк сиен кỹме пултаракан сăтăрçăсене е чирсене тупса палăртса вĕсем сарăлассине сиресси. Çак тĕллевпе ют çĕр-шывран килекен тата кунтан каякан продукцие тĕрĕслеттересси пирки Федерацин "Ỹсен-тăран карантинĕ çинчен" саккунĕнче тĕплĕн çырса кăтартнă.

Унтах мĕнле йышши тавар тĕрĕслев тухассине палăртнă. Çак списока специалистсем "Карантин продукцийĕн переченĕ" теççĕ. Çак перечене кĕртнĕ йышран Чăваш Ене, сăмахран, пĕрремĕш кварталта 9500 тонна продукци килнĕ. Аса илтереп, ку управлени кăтартăвĕсем, тĕрĕсрех каласан инспекторсен тĕрĕслевĕ витĕр тухнă продукци. Вăрлăх кăна - 190 тонна. Техника грузĕсене (соя шрочĕ, урпа салачĕ) те илсе килсех тăраççĕ - 3711 тонна. Чăвашсене вăрман материалĕсем те сахал мар кирлĕ иккен - 261 кубла метр.

Тĕлĕнмелле те, Чăваш Ен - çĕр улми тăрăхĕ темелле. Çапах та, пирĕн пата çак çимĕç тата тырă сутлăх валли асăннă тапхăрта 5500 тонна çитнĕ.

Сăмах май, хамăр патран та вăрлăх ытти çĕре ăсанать - 1480 тонна. Чăваш урпа салачĕ те тепĕр регионсенче саланнă - 259 тонна. Йывăç каштасем тата ытти япала та каять республикăран. Çапах та кỹрсе килекен продукци кайнинчен самай нумайрах.

Карантин продукцине чикĕ леш енне илсе каяс чухне фитосанитари сертификачĕсĕр çула тухни - йывăрлăхсем шыранипе танах. Вăл алăра пурри йывăç-тĕм е вăрлăх, пахча çимĕç е улма-çырла, кĕрпесем е вăрман материалĕсем тата ытти япалара карантин объекчĕсем (карантин объекчĕсен списокне кĕртнĕ нăрă е хурт-кăпшанкă, çум курăк вăрри тата ытти те) çуккине çирĕплетет. Унсăрăн вăл е ку продукци тỹрех иккĕленỹ çуратать. Ăна тĕпчеме вăхăт кирлĕ, хăш-пĕр тавар вара пăсăлас хăрушлăх пуррине манар мар. Çитменнине вырăнта та кĕтеççĕ вĕт.

Раççейĕн пĕр-пĕр кĕтесне çитерес чухне карантин сертификачĕ тутармалла. Малтан управление килсе заявка памалла. Сăмах май, пĕрремĕш кварталта 170 - фитосанитари тата 178 карантин сертификачĕсем çырса панă. 6 фитосанитари сертификачĕ тата 10 карантин сертификачĕ памашкăн хирĕçлеме сăлтав тупăннă: ытларах чухне документсен пакечĕ çителĕксĕрри.

Чăннипе, халĕ управленире ку енĕпе ĕçлекен специалистсен сывлăш çавăрса яма тенĕ пек пушă вăхăт çук. Эппин, карантин продукцийĕ килет те, каять те. Кунашкал суту-илỹ вăй илсе пыни ял хуçалăх аталанăвне ырă витĕм кăна кỹнине шанас килет.

Н. ВАСИЛЬЕВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика