08 июня 2013 г.
Июнь уйăхĕнче пахчара ĕç вĕресе тăрать темелле. Калча вăй илсе ỹсме тытăнать. Улма-çырла йывăçĕсемпе тĕмĕсем чечеке ларса сỹннĕ ĕнтĕ, çимĕçсем чăмăртанма тытăнаççĕ, йăрансем çинче пирвайхи çимĕçсем ĕлкĕрме пуçлаççĕ, çапах та ĕçĕ нумай-ха.
Пахчара тата ун йĕри-тавра ỹсекен курăка вăрă тума ĕлкĕриччен çулса пăрахмалла.
Çанталăк çиллĕ те уяр тăрсан çĕр çырлипе тĕмсене шăвармалла. Уйрăмах хурлăхан, сырлан, хăмла çырли тĕмĕсене. Сăмах май, хăмла çырлине тăтăшах шыв кирлĕ. Пĕр метр çỹллĕш ỹссенех унăн тăррине чĕпĕтсе илмелле, вĕçĕсем туратланччăр - çырли ытларах пулĕ.
Июнь уйăхĕ çумăрлă пулсан хăмла çырлипе çĕр çырлине çĕрĕк чирĕ ерме пултарать. Кун пек чухне кĕл пулăшĕ. Ăна тĕм йĕри-тавра сапса тухмалла, тĕмне вара "Фитоспорин" биопрепаратпа сирпĕтмелле.
Уйăх пуçламăшĕнче кая юлса пулакан кишĕре, йỹç кăшмана (черная редька), хăяр калчине, ир пулакан помидора, кабачока, кавăна, хĕрлĕ кăшмана, георгинпа гладиолуса пахчана акма-лартма юрать.
Пион, флокс, ирис, астра чечекĕсене кĕлпе апатлантармалла. Ăна ỹсен-тăран тавра нỹрлĕ тăпра çине сапмалла, кайран çĕрне кăштах кăпкалатса илмелле.
Июнь уйăхĕнче хăмла çырлипе роза тĕмĕсене, кабачока, кавăна, хăяра ĕне тислĕкĕн шывĕпе апатлантармалла. Пичкене е хурана çурри таран тин çеç пухса илнĕ тислĕкпе тултармалла, унтан туличченех шыв ямалла. Пĕр эрне лартмалла. Кайран ăна пĕр витре шыва 1 литр хушса шăвармалла.
Купăста калчисене купăста çăпанĕ ересрен кальци селитрин растворĕпе (10 литр шыва 3 кашăк) е "сỹнтернĕ" известь шывĕпе (10 литр шыва 1 стакан) шăвармалла.
Суханпа ыхра кĕпçине татма манмалла мар.
Çеçкене ларса сỹннĕ сирень, тюльпан, нарцисс тунисене касмалла. Çĕр çырли тĕмĕсем пуçĕсене уссан е тĕм варринче шурăрах кăпăк курăнма пуçласан ăна кăшт марганцовка хушнă вĕри шывпа (60-65 градус, шывĕ çутă кĕрен тĕслĕ пулмалла) сапмалла.
Июньте çĕр улми анине çум курăкĕнчен сахалтан та икĕ хут тасатса купаламалла тата колорадо нăррипе кĕрешмелли çинчен пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)