АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Рекордсен историне пĕлетĕр-и?

08 июня 2013 г.

 Акатуя хутшăнакан лаша спорчĕ чылай çынна интереслентерет. Ку енĕпе малтанхи ăмăртусем вăрçă хыççăнхи çулсенче Шăнкăртамра иртнĕ. Паянхи ветеран Г. Ахтямов шăпах çакăнта пуçласа хутшăннă та ĕнтĕ уява.

Каярахпа акатуй Патăрьелĕнчи пасар лаптăкĕнче иртме тытăннă. Унта та Г. Ахтямов хăйĕн "Заряд" рыссакĕпе куракансене тĕлĕнтернĕ: 2.16 секкундра финиша кĕнĕ. Çак вăхăта вăл 1986 çулччен тытса тăнă.

Çулсем иртнĕ. "Хĕвеллĕ" уçланкăна ăратлă урхамахсем тухнă. 1989 çулта Етĕрнери лаша заводĕнчи "Затяк" тиха "Заряд" вăхăтне çĕнетнĕ, 2.15 секкунд кăтартнă. 1997 çулччен вăл финиша малтан кĕрсе пынă.

Унтан А. Каргинăн "Гонг" тата А. Красновăн урхамахĕ пĕрешкел вăхăтпа палăрнă: 2.11 секкундпа тĕлĕнтернĕ. 2005, 2006, 2008 çулсенчи уявсенче ипподромра "Размен" çĕнĕ кăтарту турĕ. 2.08 секкундра чупса кĕчĕ. 2009 çулта "Матисс" тата та кăтартăва çĕнетнĕ.

Пĕлтĕр вара А. Пыркинăн "Храбрый" урхамахĕ 2.07 секкундра кĕнĕ.

Лашасен юртти лайăхлансах пырать. Çакăнта "Стройкоммуникаци" пĕрлешỹ ертỹçи В. Мироновăн тỹпи те пур. Кăçалхи акатуйра мĕнпе савăнтарĕç-ха тата урхамахсем?

Ф. ФАЗУЛЛИН, спорт ветеранĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика