15 июня 2013 г.
РАЙОНТИ пушар надзорĕн аслă инспекторĕ А. Тукмаков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, июнĕн 11-мĕшĕ тĕлне районта 23 пушар пулнă. Шухăша яраканни вара урăххи: çĕртме уйăхĕнче çеç вут-çулăмпа кĕрешекенсем пилĕк хутчен сирена кăшкăртаса вырăнсене тухса кайнă! Пушарсем Ясная Полянăра, Анат Чакăра, Патăрьелĕнче уйрăм çемьесене шар кăтартнă. Шăхачра вара "хĕрлĕ вăкăрпа" икĕ хутчен те кĕрешме тивнĕ. Малтанхинче С. Шайдуковсен хуçалăхĕ, тепринче Николаевсен кил-тĕрешĕ вут мăшкăлĕ пулнă.
Хисеплĕ вулаканăмăрсем! Пушар надзорĕн ĕçченĕсем сире çуллахи шăрăхсенче пушшех те вут-кăвар тухасран çирĕп асăрханмаллине тепĕр хут аса илтереççĕ. Чылай чухне инкексен сăлтавĕ - хамăртах.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)