15 июня 2013 г.
Çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ. Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева ЧР ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ панă чухне ведомствăсен хушшинче электрон çыхăну тытăмĕнче ĕçлени çинчен каласа панă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх - 2013 çулхи 1 квартал пĕтĕмлетĕвĕпе федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче Чăваш Ен информаци обществин аталанăвĕн шайĕпе 2012 çултанпа тата икĕ йĕрке çỹлерех хăпарнă, 3-мĕш вырăн йышăннă.
Ведомствăсен хушшинчи электрон çыхăнăвăн инфратытăмĕн регион сыпăкне йĕркелеме республика бюджетĕнчен 20 млн тенкĕпе усă курнă. Чăваш Республикин патшалăхăн тата муниципалитетсен 96 пулăшу ĕçĕпе тивĕçтернĕ чухне ведомствăсен хушшинче информацие электрон йĕркепе пĕр-пĕрин патне яма пуçланă.
Михаил Игнатьев влаç органĕсене тата муниципалитетсене ведомствăсен хушшинче электрон мелĕпе çыхăну тытмалли тытăма анлăрах ĕçе кĕртме чĕнсе каланă. Республика Пуçлăхĕ аса илтернĕ тăрăх _ РФ Президенчĕн указĕпе килĕшỹллĕн 2018 çул тĕлне граждансене электрон мелĕпе панă пулăшу ĕçĕ пĕтĕмĕшле пулăшу ĕçĕн 70 проценчĕпе танлашмалла.
"Хыпартан"
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)