15 июня 2013 г.
Мĕн авалтанах пирĕн мăн асатте-асанне çурхи ĕçсене вĕçлесен ака туй ирттернĕ. Йăх-несĕлĕмĕрсем пухăнса юрланă, ташланă, вăйă картине тăнă. Çак кунах каччăсем хăйсене валли мăшăр тума хĕр суйланă. Паян ку йăла пĕтнĕпе пĕрех, анчах пĕрле пуçтарăнса савăнасси тăрса юлнă. Ламран лама куçакан уява кăçал та çурхи ĕçсене пурнăçланă, мĕн акни-лартни еплерех шăтса тухнине пăхса çаврăннă хыççăн çĕртмен 9-мĕшĕнче "Хĕвеллĕ" уçланкăра паллă турăмăр. Пирĕн савăнăçа пĕрле пайлама Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев хăйĕн çемйипе, Çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ С. Енилина тата ытти хаклă хăнасем хутшăнчĕç.
Мероприяти каччăсемпе хĕрсем вăййа тухнипе пуçланчĕ. Кĕвĕ çеммипе вĕсем хур акăшсем пек шурĕç. Кассăн-кассăн килекен вăркăш çилĕ юрă сăмахĕсене инçете-инçете сапаларĕ. Çынсемпе пĕрлех йывăç-курăк та хĕпĕртенĕн, алă çупнăн туйăнчĕ. Уçланкă кунĕпех кĕрлесе çеç тăчĕ.
Патăрьелсем ĕçлеме çеç мар, канма та пĕлнине ака туй тепĕр хут çирĕплетрĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче чăнах та маттур халăх пурăнни район администраци пуçлăхĕн сăмахĕсенчен лайăх курăнчĕ. Патăрьел тăрăхĕ аталану çулĕпе пыни кашни утăмра сисĕнет. Акă, сывлăх сыхлавĕн тата вĕрентỹ сферинчи çĕнĕлĕхсем куç умĕнчех. Учрежденисем хальхи вăхăтри техникăпа пуянланаççĕ, коллективсене çамрăк специалистсем хутшăнаççĕ. Çавăн пекех пирĕн выпускниксем республикăри аслă шкулсенче кăна мар, Мускавра, Санкт-Петербургра, Хусанта ăс пухаççĕ.
Районта пурнăçа кĕртмелли тĕп тĕллевсенчен пĕри - нумай ачаллă çемьесене, тăлăхсене, çамрăк мăшăрсене, ялти специалистсене çуртпа тивĕçтересси. Кăçал нумай пулмасть пĕрлешнĕ 23 çемьене, 6 çынна, ял хуçалăхĕнче вăй хуракан 9 çемьене, ашшĕ-амăшĕ çук пĕр ачана тата йышлă пепкеллĕ 3 çемьене кĕтеслĕ пулма пулăшма палăртнă.
Пирĕн тăрăхра пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх аталану çулĕпе малалла талпăнать. Вăл пур отрасле те ярса илнĕ: ял хуçалăхне, суту-илĕве, обществăлла апатланăва... Çак сферăра вăй хума пултаракансен 47 проценчĕ ĕçлет.
Ял хуçалăхĕ- Патăрьел районĕн тĕп шăнăрĕ. Кăçал 2300 гектар çĕр улми, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 13 пин гектар ытла, кукуруза - 300, рапс - 580 гектар тата ытти культурăсем те акса-лартса хăварнă. Çурхи ĕçсене кĕске вăхăтра вĕçленĕ.
Выльăх-чĕрлĕх йышĕ те, малтанхи çулпа танлаштарсан, ỹснĕ. Хальхи вăхăтра ĕне-выльăх 17880 пуç, сысна - 19700, сурăх - 7500, чăх-чĕп 83 пин пуç шутланать. Тăватă уйăхра аш-какай 2700 тонна, сĕт 12,5 пин тонна, çăмарта 2250 штук туса илнĕ. Районти фермерсем хăйсем çеç 22 тонна какай хатĕрленĕ, 201 тонна паха шĕвек сунă. Çулталăк пуçланнăранпа ял хуçалăх предприятийĕсем ăратлă пушмак пăру 70 тата 150 пуç сысна туяннă.
Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарас тĕллевпех "Исток" агрофирма 200 ĕне вырнаçакан ĕне фермине реконструкциленĕ. Акционерсен "Батыревский" хупă пĕрлешỹре те вите тума пуçланă. Ф. Чебатов фермер вара шăмăран çăнăх авăртакан цеха хăпартма тытăннă.
Машинăпа трактор паркне çĕнетесси те аван пырать. Çул пуçланнăранпа тĕрлĕ маркăллă 8 трактор тата ял хуçалăх агрегачĕсене туяннă.
Фермерсен йышĕ нумайланни те савăнтарать. Пĕлтĕр "Фермер ĕçне пуçăнакан" программăна хутшăнса 14ăн Чăваш Ен паракан пулăшăва тивĕçнĕччĕ. Кăçал республикăри 46 çĕр ĕçченĕ çак программăна кĕнĕ, вĕсенчен çиччĕшĕ - пирĕн ентешсем.
Пуян, питĕ пуян Патăрьел çĕрĕ пултаруллă та хастар çынсемпе! Чылайăшне районта, республикăра çеç мар, тĕнче шайĕнче пĕлеççĕ. Вĕсенчен тĕслĕх илсе пыракансем те çителĕклех. А. Улангин, Р. Камалетдинов, Ф. Краснова, А. Деверинская, М. Тазетдинова, З. Якушева, А. Савельева спортсменсен ырă йăлисене И. Калентьева, А. Мышов, О. Терентьева, М. Филиппова, К. Смирнова, Г. Карсаков, Н. Шайманова тата ыттисем те тăсаççĕ, çитĕвĕсемпе савăнтараççĕ.
Юхмапа Пăла тăрăхĕн халăхне Акатуй-Сабантуй уявĕпе, çур акине ăнăçлă вĕçленĕ ятпа Республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев саламларĕ.
-Акатуя уявланă чухне эсир тĕрлĕ наци халăхĕн йăли-йĕркине тытса пыни савăнтарать. Хресчен, çĕр ĕçченĕ çур акине вĕçлесен яланах вăл мĕнле иртнине пĕтĕмлетнĕ, акнисем епле шăтса тухнине пахаланă, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă, тĕллевсем лартнă, - терĕ Република Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче. Вăл ял хуçалăх бизнесне аталантарма патшалăх малашне те ырă витĕм кỹрессине пĕлтерчĕ.
Чăваш Ен ертỹçи уява пушă алăпа килмен. Михаил Васильевич "Исток" агрофирмăн механизаторне А. Яковлева "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ" ята тивĕçнине çирĕплетекен хаклă хута тата "Труд" хуçалăхĕн трактористне А. Софронова Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне пачĕ.
Уçланка пуçтарăннă халăха, хăнасене район пуçлăхĕ М. Петров, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ П. Никифоров тата ыттисем те ăшшăн саламларĕç. Çавăн пекех выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарнă тата акана лайăх ирттернĕ ял хуçалăх предприятийĕсене, ĕçре, професси тĕлĕшĕнчен палăрнисене парнесем пачĕç.
Мероприятие юрă-ташă ăстисем малалла тăсрĕç. Çав вăхăтра М. Игнатьев район ертỹçисемпе пĕрле Тĕп сцена айккипе вырнаçнă "çуртсене" çитсе курчĕ. Кашни ял тăрăхĕ, ытти çулсенчи пекех, хăйсен кулленхи пурнăçне, мĕн ĕçлесе пурăннине тĕплĕн сăнарланă. Акă, Ишлĕсем çырла-кăмпа, тĕрлĕ курăк пуçтарнине пĕлме пулать. Аслă Чеменсем йăх-несĕлĕн ĕç-хĕлне кăтартнă.
Пăхса, курса çỹреме питĕ кăсăклă. Михаил Васильевич пĕрин кăмăлне те хăварас темерĕ курăнать, пурин патне те "хăнана" кĕчĕ. Акатуйра ача-пăча та тăраничченех кулчĕ, вылярĕ, карусельпе ярăнчĕ, батутсем çинче сикрĕ. Тăмран тунă шăхличĕ сасси уява илем кĕртрĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)