15 июня 2013 г.
2012-2013 вĕренỹ çулĕ вĕçленчĕ. Выпускниксен экзаменĕсем хыçа юлчĕç. Ăнăçусем куç умĕнчех. Ачасен тăрăшулăхне аслисем те пысăка хурса хаклаççĕ. Çакна районта вун пĕрмĕш хутчен çитĕнекен ăру валли ятарласа ирттерекен акатуй-сабантуй та çирĕплетет. Унта çĕршер ача, ашшĕ-амăшĕ, педагогика коллективĕсем хутшăнчĕç.
Кунĕ илемлĕ те хĕвеллĕ пулчĕ. Уява уçнă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов та çакна тепĕр хут çирĕплетрĕ. "Сывă çут çанталăк - сывă халăх" чĕнỹпе иртрĕ вăл. Николай Иванович хăйĕн сăмахĕнче вĕрентỹ ĕçĕнчи çитĕнỹсем, малашлăх модернизацийĕн задачисем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ.
Районти шкул çулне çитмен учрежденисене 1922 ача çỹрет. 1,5 ỹсĕмрисенчен 83 проценчĕ садикре. 7 таранчченхисем валли вара вырăн çителĕклех.
Шкулсенче пĕлỹ пухакансем район, республика, Раççей, тĕнче шайĕнчи олимпиадăсемпе конкурссене хутшăнаççĕ. Вĕсенче кăçал 1423 ача çĕнтерỹçĕсен шутне кĕчĕ. Телей пĕлтĕрхинчен 396 хĕрачапа арçын ачана ытларах тивĕçрĕ.
Пĕрремĕш хут республикăри "Çулталăк учителĕ - 2013" конкурс пирĕн районта иртрĕ. Унта Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А. Гранатская хутшăнчĕ.
"Чăваш Енри çулталăк воспитателĕ" конкурсра Сăкăтри "Çăл куç" ача садĕнчи Н. Алексеева инструктор дипломант пулчĕ.
Пултаруллă та матур ачасем çулленех республика Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçеççĕ. 2007 çултанпа çак чыса 99ăн çĕнсе илнĕ. Пĕлтĕр - 22ĕн. Кăçал ку енĕпе 23 çамрăк палăрнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине пиллĕкĕн илсе тăраççĕ.
Вĕрентỹ системинчи инфраструктурăна аталантарас тĕллевпе республикăри вĕрентỹ тата çамрăксен политика министерствипе пĕрле Первомайскинчи, Алманчăри, Çĕньялти, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам, каçхи, Анат Туçари, Шăхачри, Татмăшри шкул ача-сачĕсене, Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкула юсама палăртнă. Ялăн компактлă стройкин программипе килĕшỹллĕн Кзыл Камышри шкул-сада та сăн кĕртмелле.
Уявра лайăххи, ырри пирки нумай сăмах пулчĕ. Çĕнтерỹçĕсем вара хисеп грамотисемпе дипломсене тивĕçрĕç. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глуховпа райадминистрацин вĕрентỹ пайĕн начальникĕ В. Осипов пачĕç.
Сцена çине ташă-юрă ăстисем хăпарчĕç. Уяв концертĕнче уçă сасăпа янăранă савăк юрăсем таçта аякка кайса саланчĕç. Тĕрлĕ халăхăн илĕртỹллĕ ташшисем пурне те ура хуçса ташша тухма чĕннĕнех туйăнчĕç.
Уçланкăра çак вăхăтрах тỹпере хут çĕленсем вĕçрĕç, вăйăсем-аттракционсем пычĕç. "Лилипутсен кĕрешĕвне", "шапасен ташшине", çурăм хыçĕнчи хаçата вулама, чăматанпа чупма, ытти тупăшăва чылайăн хутшăнчĕç, çĕнтерỹçĕсем парнеллĕ пулчĕç.
Сцена сулахай енче "Ачалăх вăл - асамлăх" выставка ĕçлерĕ. Кашни шкул хутшăнма тăрăшнă унта. Пĕрисем çитĕнекен ăру пурнăçне çутатакан фотостендсем тунă, теприсем алă ĕçĕсене тăратнă.
Алманчăри вăтам шкулта вĕренекенсен хутран ăсталанă акăшĕсем халь-халь шыва кĕме хатĕр лараççĕ.
Патăрьелĕнчи ăсталăх шкулĕн Туçари филиалне çỹрекенсен ĕçĕсем кăмăллă. Çут çанталăк ỹкерчĕкĕсем илемлĕ курăнаççĕ. Ачасене çак ăсталăха В. Свинцов вĕрентет. Кружока çỹрекен Т. Кудрявцева, А. Мулюков, С. Шашкин, С. Свинцов çуртсемпе ун умĕнче ỹсекен хурăнсене йывăçран ăсталаса чĕрĕ сăн кĕртеççĕ. Шăнкăртамри Феизов ячĕллĕ шкулта алă ĕçĕпе икĕ кружок ĕçлет. Вĕсене вăтăра яхăн ача çỹрет. Хĕрачасемпе пĕрлех арçын ачасем те аппликацисем тума хутшăнаççĕ. Тĕрлеме, çĕлеме, çыхма ăста çитĕнекен ăру. Наци тумĕсемлĕ пуканесем хỹхĕм курăнаççĕ. Алă ĕçĕсене район, республика конкурсĕсене тăратаççĕ. Р. Кирпичева, акă, хăйĕн пултарулăхĕ çинчен Раççейри ачасемпе студентсен пуххинче те çырса кăтартнăччĕ.
Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта йывăçран касса кухньăра усă курмалли ывăс, йĕтĕр, тукмак ăсталама вĕрентеççĕ.
Пĕрремĕш вăтам шкулта вара вĕтĕ шăрçапа ĕçлеме кăмăллаççĕ. Л. Евсеева ачасене ĕçе технологи урокĕнче хăнăхтарать. Паян Е. Мезейкина, Г. Туктанова, Е. Уфукова тата ыттисен пултарулăхĕпе ашшĕ-амăшĕ те кăмăллă.
Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулти ачасен ĕçне те кăмăллăн хакламалла. Çăмран йăваласа мĕн кăна тумаççĕ: хăлха çакки, çăмăл пушмак... К. Сапожникова, Л. Мазякова, Л. Мешкова кăткăс ĕçе çамрăкранах хăнăхаççĕ.
Çĕнĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта чăваш тĕррисене кăмăллаççĕ. Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта вара кĕленче савăтсене ваза евĕр тăваççĕ. Биссерпа ĕçлекенсем те пур.
Чăваш Ишекĕнчи шкул-ача садĕнче вĕçекен хут çĕленсем ăсталаççĕ. Сăкăтри вăтам шкулта пуканесен театрĕн кружокĕ ĕçлет. Чĕр-чунсен тумтирĕсене, артистсен кĕписене вара ачасем хăйсемех ăсталаççĕ. "Асамлă пỹрнесем" кружока çỹрекенсем чустаран чечексем тума маçтăр.
Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем вĕтĕ шăрçапа тĕрлеме хăнăхнă. Первомайскисем хăваран мĕн кăна çыхмаççĕ-ши тата!
Хирти Пикшик, Турхан, ытти шкулсен те кăтартмалăх алă ĕçĕсем пур. Тăрăшса тунă япаласем лавккаринчен пĕрре те кая мар. Çавăнпа хăш-пĕрисене акатуйра кăмăлтан сутрĕç ачасем.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)