15 июня 2013 г.
2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа районти 160 çемье республика паракан амăшĕн капиталне илнĕ, çулталăк пуçланнăранпа ăна 41ĕн тивĕçнĕ.
Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Республикин çĕнĕ саккунĕпе килĕшỹллĕн 44 çемье виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн паракан пособипе усă кураççĕ.
Федераци программипе килĕшỹллĕн иккĕмĕш тата ытти ачасемшĕн паракан амăш капиталĕн сертификатне районти 1697 çемьене панă.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансен, тăлăх арăмсен çурт-йĕрне лайăхлатас тĕллевпе ĕçлекен программăпа килĕшỹллĕн Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 398 çын черете тăнă, вĕсенчен 363-шĕ кĕтеслĕ пулнă, 373-шĕ свидетельство илнĕ.
Уйрăм хуçалăха аталантарма паракан çăмăллатнă кредита кăçал 251 млн тенкĕлĕх илнĕ, мĕн пурĕ районта пурăнакан çынсен 78 проценчĕ çак кредитпа усă курнă.
2012 çулта 7 шкул автобусĕ килнĕ. Кăçалхи июнь уйăхĕнче Аслă Чемен тата Пăлапуç Пашьел шкулĕсенче вĕренекенсене те савăнăç çитнĕ. Халĕ районти 13 вĕрентỹ учреждение 36 ялтан 27 автобуспа 1000 ытла ачана турттараççĕ.
Тутар Сăкăтĕнче 200 ача вырнаçмалăх тата çичĕ çул тултарман 40 ачалăх шкул строительстви малалла пырать. Çĕнĕ Ахпỹртре 140 вырăнлăх тата Турханта хушма çурт тăвасси пирки сăмах пуçарнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)