22 июня 2013 г.
РАЙОНТИ педагог-географсем кăçалхипе тăваттăмĕш хут республикăри краеведенипе туристсен слетĕнчен çĕнтерỹпе таврăнчĕç. Командăна хỹтĕлекенсене чăнласах та мухтамалăх пур. Тавралăха упрамалли çулталăка халалланă мероприяти хальхинче Йĕпреçре иртнĕ. Туристсем чăн малтанах чун килениччен каннă, тĕрлĕрен ăмăртусенче тупăшнă, презентацисем кăтартнă...
Мĕн пур ăнăçу вара В. Башмаков (Турхан), И. Тихонов (Пăлапуç Пашьел), Л. Карягин (Туçа), С. Елкин (Сăкăт), А. Кузнецова (Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул), Н. Тихонова (Çĕньял), Н. Янаслова (Первомайски) педагогсен пултарулăхĕпе çаврăнăçулăхĕнчен, тавра курăмĕнчен килнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)