22 июня 2013 г.
Çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикинче "Ăçта вилĕм сутнине пĕлтер" ятпа наркотиксене хирĕç уйăхлăх пуçланчĕ". Вăл утă уйăхĕн 15-мĕшĕччен пырать.
Уйăхлăха республикăра пурăнакансем наркомани сарăлнин çивĕч ыйтăвĕсем тĕлĕшпе тимлĕрех пулччăр тесе, вĕсен социаллă яваплăха туякан пайĕн хастарлăхне ỹстерес тĕллевпе йĕркеленĕ.
Çак кунсенче кашниех Чăваш Ен прокуратурине шанăç телефонĕсемпе шăнкăравлама, наркотик саракан тата унпа усă куракан вырăнсем çинчен евитлеме пултарать.
Прокуратура пресс-службин шанăç телефонĕсен номерĕсем:
39-20-12, 62-48-49. (Шупашкарта), 6-12-16 6-25-29 (Патăрьелĕнче).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)