22 июня 2013 г.
Патăрьелĕнчи тĕп больница территорийĕнче çулталăк çурă каялла часавай тума пуçларĕç. Унăн тулти ĕçĕсене тирпейлесе пĕтернĕпе пĕрех, анчах шалтисене пурнăçлама укçа-тенкĕ çителĕксĕрри "ура хурать". Сывлăхшăн çурта çутма, чунĕсене лăплантарма кĕрекенсене хăтлăх туса парас тĕллевпе ăна хутăнмалла тума, çавăн пекех ăшă урай сарма палăртнă.
Сывлăх хуралĕнче вăй хуракансемпе сипленме çỹрекенсем сăваплă çурта хута яма ырă кăмăллă çынсем финанс енчен пулăшасса, çывăх вăхăтра кĕлĕ çурчĕ ĕçлеме пуçласса шанса тăраççĕ.
О. Павлова.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)