26 июня 2013 г.
Вилнисене масар çине кайса асăнмалли кун кăçал асăнупа хурлăх кунĕпе тỹр килчĕ. Районти мĕн пур чиркỹсенче ун чухне пиртен уйрăлса кайнисемшĕн кĕл турĕç, вĕсен канлĕхĕшĕн çуртасем лартрĕç, вил тăприсем умĕнче пуç тайрĕç. Пĕтĕмĕшле илсен пурте православи тĕнне тытса пыракансен ырă йăли-йĕрки. Анчах çăва çинче кăмăла пăсакан тĕслĕхсем те пулчĕç. Сăваплă вырăнта эрех-сăра ĕçсе кăшкăраççĕ, киревсĕр сăмахсемпе перкелешеççĕ... Кирлĕ пулсан, кăкăртан-кăкăра та ярса илеççĕ. Çак йăлана Турра чун-чĕререн ĕненекенсем ырламаççĕ, сивлеççĕ, хирĕçлеççĕ пулин те, йĕркесĕрлĕх, нĕрсĕрлĕх пĕтмест-ха. Вăл хăçанччен тăсăласси вара пиртен, кашни çынран килет.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)