26 июня 2013 г.
Сисĕнмесĕрех çырла кунĕсем çитрĕç. Пахчана кĕрсенех виктори шăрши сăмсана кăтăклать, хĕвел ăшшипе пиçсе хĕрелнĕскер, куçа илĕртет. Кăçал, çанталăк шăрăх та типĕ тăнăран, çимĕç пысăках мар. Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕнче çитĕннисем пирки вара пĕчĕк тесе калаймăн. Питомникре виктори виçĕ гектар йышăнать. Вĕсене кирлĕ пек пăхнăран тухăçĕ те аван. Ăнса пулнă çимĕçе "Юхма" пасарта та, вырăна килсе туянакансем те çителĕклех. Çимĕçе икĕ тонна сутнă та ĕнтĕ.
- Ытти çырласем те майĕпен пиçсе пыраççĕ. Вĕсем те тупăш парасса шанатпăр. Пирĕн питомник иртнĕ çул кăтартă-вĕсемпе Раççейре иккĕ-мĕш вырăн йышăнчĕ. Эпир Воронеж облаçĕнчи улма-çырла, хунавсем çитĕнтерекен хуçалăх хыççăнах пыни питĕ савăнтарать. Кăçал çу-мăр çуманран ĕçлеме çăмăл мар, апла пулин те пуçа усмастпăр, - тет питомнике чылай çул ертсе пыракан В. Барышников. Кунта пан улми, чие, груша... хунавĕсене те ỹстереççĕ. Çумăр йĕр-келлĕ пулманран вĕсене тумламлă шăварупа йĕпетсе тăраççĕ. 2010 çулта та çамрăк тĕмсене çак мелпе шăварса хăрма памарĕç.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)