29 июня 2013 г.
КĂÇАЛХИ пĕрремĕш çур çулта коммуналлă çăмăллăхсен хакĕсем ỹсмерĕç, 2012 çулхи шайрах юлчĕç. Июлĕн 1-мĕшĕнчен вара çĕнĕлĕхсене пуçа илмех тивĕ: ăшă, çутă, газ, шыв хакĕсем хăпараççĕ. Малашне халăхсен пуринчен ытла ытларах "кăвак çулăмпа" перекетлĕрех усă курма тивĕ. Пĕр кубла метр газшăн ку таранччен 3.93 тенкĕ тỹленĕ пулсан, çĕнĕ уйăхран уншăн 4.50 тенкĕ кăларса хума тивĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)