АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патăрьелсем Тăвайсене те тăванла чыс турĕç

29 июня 2013 г.

Республика кунĕ тĕп хуламăрта та, палăртнă районсенче те хаваслă та шавлă иртсе кайрĕ. Ăшă саламсемпе юрă-кĕвĕ хаваслăхĕ ырă аса илỹре юлчĕ.

Ку тĕлĕшпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи пултарулăх ушкăнĕсемпе уйрăм хастарсем те мĕн пур чăвашсен уявĕнчен айккинче юлмарĕç, инçе çула кĕскетсе аякран та, çывăхран та килнĕ хăнасене чыс турĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов ертсе пыракан ушкăн Тăвайсене тăванла саламлама çитрĕ. Ку тĕлĕшпе яланхиллех Аслă Чеменсем пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Хальхинче те вĕсем ĕлĕкхи ака-суха ĕçĕсене юрра куçарса йăла-йĕркене тĕплĕн кăтартса пачĕç. Аваллăхсăр малашлăх çук тенĕн, куракансем паянхи пурнăçра та кăпăшка çавра çăкăр çăмăллăнах сĕтел çинче пулайманнине куçпа курса ĕненчĕç.

Николай Толстов ертсе пыракан Сăкăтри халăх хорĕ, "Çăлкуç", "Илем" (ертỹçисем В. Верликовпа А. Гаврилов) халăх фольклор ансамблĕсем, Татьяна Толстова, Алевтина Михайлова хатĕрленĕ ташă ушкăнĕсем чăвашсене çеç мар, Акатуя пуçтарăннă ытти наци çыннисене те тыткăнларĕç. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Шакин ертсе пыракан юрăпа ташă ансамблĕ "Чăваш тĕррисем" сюитăпа тĕлĕн-терчĕ. Уйрăм юрăçсенчен вара куракансем Владимир Ширтанов пултарулăхне чылайччен тăвăллăн алă çупса хакларĕç.

Республикăри уява хутшăннисем пурте дипломсемпе таврăнчĕç.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика