29 июня 2013 г.
Юлашки вăхăтра çанталăк питĕ шăрăх тăнине тата пушар тухас хăрушлăх ỹснине кура Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи Министерствин 2013 çул-хи июнĕн 27-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшỹллĕн июнĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 18-мĕшĕччен граждансен вăрмана çуран та, транспортпа та кĕме юрамасть.
Çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви вăрмансенче кăвайт чĕртме, чикарккă тĕпĕсене е сỹнтермен шăрпăка пăрахса хăварма юраманнине çирĕп асăрхаттарать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)