АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр-пĕрне хисеплени, ырă сунни паха

29 июня 2013 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн "Раççей çăл куçĕсем" XXI фестивальне савăнăçлă лару-тăрура хупма тата Пĕтĕм Раççейри декораципе хушма искусство енĕпе йĕркелекен "Руç ăстисем" конкурс ăстисен çĕнтерỹçисене чыслама хутшăннă, Республика Пуçлăхĕпе пĕрле РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов тата официаллă ытти çынсем пулнă.

Михаил Игнатьев Чăваш Енре пурăнакансене тата унăн хăнисене Республика кунĕ ячĕпе саламланă. "Паянхи Раççейре, паянхи тĕнчере, XXI ĕмĕрте, глобоализаци тапхăрĕ пынă тапхăрта, пирĕн ăс-хакăл, кăмăл-сипет никĕсĕсене çухатмалла мар. Ку вăл _ пĕр-пĕрне хисеплени, ыр сунни, кăмăл-туйăм тасалăхĕ, обществăра кунтан хаклăраххи, эпĕ çакăн пек шутлатăп, нимĕн те çук", - тенĕ Республика Пуçлăхĕ.

Чăваш Ен пуçлăхĕ Пĕтĕм Раççейри "Руç ăстисем" XI конкурсĕн çĕнтерỹçисене приз парса чысланă. Вăл- Иваново облаçĕнчи Палех поселокĕнчен килнĕ Лидия Калыгина. Алена Аршинова республикăра пурăнакансене уяв ячĕпе саламланă май Чăваш Ен ĕçчен, талантлă çынсемпе пуян пулнине палăртнă.

Республика кунне халалланă уяв мероприятийĕсем Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн "Раççей çăл куçĕсем" XXI фестивалĕн гала-концерчĕпе, "Колесо" (Санкт-Петербург) ансамблĕ хутшăннипе феерверксен фестивалĕн участникĕсем хатĕрленĕ гала-представленипе вĕçленнĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика