29 июня 2013 г.
Чуна хумхантарать шкул вальсỹ...
Кăçал районти 359 вĕренекен пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма алла документ илчĕç. Выпускниксен 96 проценчĕ патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене ăнăçлă тытрĕç. Математикăпа вырăс чĕлхисĕр пуçне каччăсемпе хĕрсем тата обществознани (186), биологи (99), физика (87), хими (66) предмечĕсене суйласа илсе тĕрĕслевре пулчĕç. Кусемсĕр пуçне акăлчан чĕлхине, литературăна, георграфие кăмăллакансем те сахал мар. Химипе районти вăтам балл 73,6па, географипе - 64,5пе, вырăс литературипе-_ 63,2пе, биологипе 62,3пе танлашрĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Ирина Муллинапа Ангелина Туктина хими предмечĕпе çĕршер балл, Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти Лариса Мазякова 90 балл пуçтарчĕç. 15 выпускник вырăс чĕлхипе, пиллĕкĕшĕ биологипе, виççĕшĕ историпе тарăн пĕлỹллĕ пулнине кăтартрĕç.
2012-2013 вĕренỹ çулĕнче 24 ача Раççей, 12-шĕ регион шайĕнчи олимпиадăсенче мала тухрĕç. Кăтартусем маларахри çулсенчен самаях пысăк.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Татьяна Лялина (вĕрентекенĕ О. Елкина) икĕ хутчен республикăри олимпиадăра вырăс чĕлхипе призерсен шутĕнче пулчĕ.
Тутар чĕлхипе тата литературипе Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти Чулпан Абдрахманова (вĕрентекенĕ Г. Абейдуллова) çул хыççăн çул мала тухса савăнтарчĕ. Çитĕнỹсен вĕçĕ те çук. Вĕсене пурне те каласа та пĕтереймĕн.
Районти 47 выпускник аттестатпа пĕрле алла ылтăн, вуннăшĕ кĕмĕл медальсем илчĕç. Иртнĕ çулхи кăтартусем те япăх марччĕ. Тĕслĕхсем педагогсем вĕрентỹре тивĕçлĕ ĕçлеме пултарнине кăтартаççĕ.
Вĕренỹ çулĕ пуçламăшĕнче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Е. Краснова биологпа А. Кузнецова географ ертсе пынипе вĕренекенсем Германинче пулчĕç, хăйсемпе пĕр çулхисем пĕлỹ тĕнчипе епле утнипе интересленчĕç. Унта пухнă материалсемпе наукăпа практика конференцийĕнче паллаштарчĕç.
Мускаври Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университечĕ йĕркеленĕ "Манăн чи лайăх урок" конкурсра Çĕньялти вăтам шкулти Н. Квасова биолог иккĕмĕш вырăна тухса медале тивĕçрĕ.
Физкультура учителĕсен мониторингĕнче Нăрваш Шăхальсем малта. Вĕсем район тулашĕнчи ăмăртусенче сахал мар çĕнтернĕ. Вун сакăр малти вырăнĕ вара выпуксниксен тивлечĕ. Республика Пуçлăхĕн вĕрентỹри ăнтăлушăн тата творчествăри çитĕнỹшĕн паракан стипендине районти 23 ача илсе тăрать. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ каллех выпускниксем. Букварьти ỹкерчĕкрен, сас палли палланинчен пуçласа каччăсемпе хĕрсем пĕлỹ пухмачне пуянлатса пынă.
Паян вĕсем- çитĕннĕ çынсем, пурнăç çулĕ çине çирĕппĕн пусма пултаракансем. Çакна районта йăлана кĕнĕ выпускниксен балĕпе те хаклама пулать. Унта шкулсенче лайăх вĕренекенсем, олимпиадăсемпе конкурссен хастарĕсем, общественниксем хутшăнчĕç. Вĕсем колоннăпа Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкултан район администрацийĕн çурчĕ умне çитрĕç.
Уяв ячĕпе выпускниксене район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, вĕрентỹ, социаллă аталану тата информаци тивĕçтерĕвĕпе архив ĕçĕсен пайĕн начальникĕ В. Осипов, чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕн директорĕ Л. Лялина саламларĕç. Николай Иванович выпускниксем тата 5 çултан ăста специалистсем пулса тăван района таврăнса унăн экономикине çĕклеме тивĕçлĕ тỹпе хывасса шаннине пĕлтерчĕ, тивĕçлисене медальсем пачĕ.
В. Осипов "Эрудит", "Олимпиадăсен призерĕ", "Чи лайăх спортсмен", "Пурнăçра юрăпа" номинацисене тивĕçнĕ Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Дима Софронова, Таня Лялинана, Аня Шулаевана, Аслă Чементи вăтам шкулти Надя Зотована хĕрлĕ хăюсем çактарчĕ.
Районти шкулсенчи мĕн пур класс ертỹçисен ячĕпе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти О. Елкина, ачасен ашшĕ-амăшĕсенчен Турханти вăтам шкулти В. Башмаков, вĕренекенсенчен Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти Ч. Абдрахманова тухса каларĕç.
Кĕвĕ çемми майĕн пурте вальса тухрĕç. Малтанхи йывăрлăхĕсем хыçа юлчĕç вĕсен. Ачалăх сыв пулашăвĕ пулмарĕ-ши çакă?
А. АСТРАХАНЦЕВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)