АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выпускниксене - телейлĕ çул, вĕрентекенсене - тав сăмахĕ

29 июня 2013 г.

Туçари вăтам шкулти тăххăрмĕш класран вĕренсе тухакан выпускниксен балне шкул директорĕ П. Шашкин уçрĕ. Ачасене уяв ячĕпе саламланă май Петр Геннадьевич пĕрремĕш класран пуçласа тăххăрмĕшне çитиччен утса тухнă çулсене тепĕр хут аса илтерчĕ.

Уява класс ертỹçи Р. Ямалетдинова пулăшнипе тăххăрмĕшсем паха сценари хатĕрленĕ. Алла тăхăр класс вĕренни çинчен çирĕплетекен аттестата панă май кашни каччăпа хĕр пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Çакă ашшĕ-амăшĕшĕн те кăмăллă пулчĕ.

Уяв ячĕпе выпускниксене шкул директорĕн вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ П. Мулюков, воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ В. Белков, пуçламăш классен учительници Л. Глинкина саламларĕç. Вĕренсе тухакансен ашшĕ-амăшĕ ячĕпе А. Астраханцева сăмах илчĕ. Вăл ачасене пурнăçри виççĕмĕш документа (вĕренни çинчен пĕрремĕш) алла илнĕ ятпа ăшшăн саламларĕ. Анлă тинĕс евĕр пурнăçра шыва хирĕç малалла та çăмăллăн ишсе ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕсене пурнăçлама çирĕп сывлăх, ăнăçусем сунчĕ. Шыв хумĕ çеç çыран хĕррине лăскаса кăларса ан пăрахтăр вĕсене.

Чи пысăк тав сăмахĕ вара педагогика коллективĕн ячĕпе пулчĕ. Вулама, çырма, юрлама, ташлама пĕлмен ачасенчен пысăк çын тăваççĕ вĕсем, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăлараççĕ.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика