01 июля 2013 г.
Район территорийĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх аталанса пырать. Кăçалхи кăрлачăн пĕрремĕшне 172 пĕчĕк предприятие, 981 индивидуаллă предпринимателе, 135 фермер хуçалăхне, 10 ял хуçалăх кооперативне шута илнĕ. Бизнес сферинче виçĕ çултан каярах вăй хуракансем çеç 381ĕн.
Предпринимательлĕхрен районăн пĕрлештернĕ бюджетне (консолидированный бюджет) пĕлтĕр налук 15,7 млн тенкĕ кĕнĕ. Çавăн пекех пĕчĕк предприятисем иртнĕ çул 440,5 млн тенкĕлĕх тавар туса кăларнă. Ку, 2011 çулхипе танлаштарсан, 10,1 процент нумайрах.
Хамăр тăрăхра пĕчĕк тата вăтам бизнеса вăй илтерес тĕллевпе район администрацийĕн 2011 çулхи май уйăхĕнче кăларнă постановленине пăхăнса "Районти пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене 2011-_ 2015 çулсенче аталанма пулăшасси" ятарлă программа хатĕрленĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ шăпах бизнес йĕркелесе яракансене валли "çул" уçасси, вĕсен пĕлỹ шайне лайăхлатасси, çынсене ĕç тупса парасси. Программăпа килĕшỹллĕнех Патăрьелĕнче бизнес-инкубатор (унчченхи "Ача-пăча тĕнчи" лавкка çумĕнче) тума пуçларĕç.
Бизнес-инкубаторта 25 офис пỹлĕмĕ, калаçу тата конференци залĕсем пулĕç. Центр ял хуçалăх таварĕсене реализацилеме, маркетингпа реклама тивĕçтерĕвĕсемпе, хăйсен ĕçне йĕркелесе яракансене пỹлĕмсем тупма пулăшĕ. Кунтах бухгалтери, налук ыйтăвĕсемпе консультацисем те илĕç. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн тĕп шăнăрĕ кăçалхи юпа уйăхĕнче хута каймалла. Паяна центрта хĕрỹ ĕç пырать. Çурта купаласа пĕтернĕ, тăррине витнĕ, чỹречесене лартнă. Халь строительсем тултан илемлетеççĕ, пỹлĕмсене хăтлăх кĕртеççĕ, урай сараççĕ.
О. БЕЛЬДЕКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)