03 июля 2013 г.
Районта "пилĕк пинлисен" клубĕн слечĕ иртрĕ. Унта ял хуçалăх предприятийĕсенче çулталăкра пĕр ĕнерен пилĕк пин ытла килограмм сĕт суса илнисем хутшăнчĕç. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 28 дояркăн кăтартăвĕсем çак хисеп урлă каçнă. Чи пысăкки вара "Исток" агрофирмăра тăрăшакан Н. Михееван. Вăл вăтамран 5864 килограмм сунă.
Пултаруллă дояркăсене район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, унăн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ М. Калмыков, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ П. Ефимов, Патăрьелĕнчи зонăри ветлаборатори директорĕ Л. Ефимова, "Звезда" ял хуçалăх кооперативĕн тĕп зоотехникĕ, "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ зоотехникĕ" ята тивĕçнĕ В. Щукина саламларĕç. Райадминистрацин тĕп специалисчĕ Ю. Федоров выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи 5 уйăх кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Çулталăк пуçланнăранпа пĕр ĕнерен вăтамран 1809 килограмм сĕт сунă. "Исток" (2271 килограмм), "Батыревский" (2504), "Корма" (2504), "Звезда" (2105) хуçалăхсен кăтартăвĕсем тата пысăк.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче тăрăшакансем ĕçре çеç мар, юрă-ташăра та питĕ пултаруллă. Шăпчăксем пек пĕр юрă хыççăн теприне шăрантарчĕç. Фермăра 40 çула яхăн тăрăшакан В. Михеева хăй çырнă сăвăсене вуларĕ.
Мероприятие Ыхра Çырминчи культура çурчĕн ертỹçи В. Семенов ертсе пыракан "Пилеш" тата "Шуçăм" ансамбльсене çỹрекенсем селĕм сассисемпе илем кĕртрĕç.
"Пилĕк пинлисен" клубне хутшăнакансем сăвăм кăтартăвне тепĕр çула валли ултă пине çитерме тĕллев лартрĕç.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)