АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПЕНСИЕ çĕНĕЛЛЕ

03 июля 2013 г.

 2015 çултан пенсие çĕнĕ йĕркепе шутлама палăртаççĕ. Çакăн çинчен регионсенчи пенси фончĕсемпе видео çыхăнăвĕпе ирттернĕ пресс-конференцире Раççей Федерацийĕн ĕç тата социаллă хỹтлĕх министрĕ Максим Топилин, унăн çумĕ Андрей Пудов тата Раççей Пенси фончĕн правленийĕн председателĕ Антон Дроздов пĕлтернĕ.

Ватлăх çитнипе пенсие тухмалли чи пĕчĕк стажа майĕпен, тĕрĕсрех каласан - 10 çул хушшинче- 15 çула çитересшĕн. Хальхи вăхăтра вăл 5 çулпа танлашать. Тивĕçлĕ пенси пултăр тесен çыннăн ĕç стажĕ те, ĕç укçи те пысăк пулмалла. Хĕрарăмсем 30 çул ытла, арçынсем 35 çул ытла стаж пухсан пенсие тухмалли вăхăт çитиччен ĕçленĕ кашни çулшăн 1 таран пенси коэффициенчĕ хушăнĕ. Тивĕçлĕ канăва тухмалли вăхăт çитсен те пенси шутлаттарма пыман çынсене преми коэффициентне хушса парĕç. Салтакра службăра пулни, 3 ачапа кашнийĕ çулталăк çурă тултариччен килте ларни те стажа кĕрет _ вĕсене уйрăм коэффициентпа шутлĕç. Ĕçленĕ кашни çула пенси коэффициенчĕпе хаклĕç. Сăмах май, пенси шутланă чухне официаллă ĕç укçине кăна шута илеççĕ.

Пулас пенси мĕн чухлĕ пулма пултарнине пĕлес текенсем валли ятарлă пенси калькуляторĕ йĕркеленĕ, ăна Раççей ĕç ми-нистерствин (www.rosmintrud.ru) тата Раççей Пенси фончĕн (www.pfrf.ru) сайчĕсенче вырнаçтарнă. Анчах та ку калькуляторпа хальхи пенсионерсен, пенсие тухиччен виçĕ çула яхăн çеç юлнисен, инвалидсен, çар çыннисен, уйрăм предпринимательсен, сиенлĕ те йывăр ĕçре ĕçленипе çул çитмесĕрех тивĕçлĕ канăва тухма ирĕк пуррисен пенсине шутлама май çук.

Пресс-конференцире пенсие тухмалли çулсем ỹсмессе палăртнă. Паянхи пенсионерсен укçине тепĕр хут шутласа парĕç. Вăл хальхи виçерен пĕчĕк пулмĕ, хăшĕ-пĕрин вара пысăкланĕ çеç.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика