АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĕНТЕРỹçĕСЕМ - ПУРТЕ ПАТĂРЬЕЛСЕМ!

03 июля 2013 г.

Июнĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен пирĕн районти "Хĕвеллĕ" уçланкăра республикăри "Зарница" тата "Орленок" вăйăсем иртрĕç. Кăçалхипе вăл 45-мĕш хут пулчĕ. Ăна тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕ, бомбардир авиацийĕн летчикĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсен кавалерĕ, Чăваш АССР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, отставкăри полковник Анатолий Григорьевич Буханец çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă.

Кăçалхи вăйăсене пин ытла каччăпа хĕр хутшăнчĕ, вĕсен йышĕнче: çамрăк армеецсен 63, "Зарницăн" 25, "Орленокăн" 19, çарпа патриотла клубсен 7, "Кадетсен" 6, професси училищисенче вĕренекенсен 6 уйрăмĕ.

Кашни кунхи ăмăртусем çивĕч иртрĕç. Ачасем хăйсене ăсталăх конкурсĕсенче те тĕрĕслерĕç. Тавçăрулăх, вăй-хал чылай кирлĕ пулчĕ. Стройпа юрласа утнине пĕринчен теприне пăхса ытармалла мар!Ытти енĕпе те çамрăксем пысăк пултарулăх кăтартрĕç. "Хĕвеллĕ" уçланкăри палаткăсен "хули" çамрăксене пĕр-пĕринпе çывăхлатрĕ, салтак пăтти пуриншĕн те тутлă пулчĕ.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Аня Шулаевапа (ỹкерчĕкре) Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти Кристина Кондратьева вăхăта савăк ирттерме пулăшса юрăсем шăрантарчĕç.

Вăйăсен пĕтĕмлетĕвĕ вара пирĕн районшăн калама çук пысăк савăнăç кỹчĕ. Чыслава район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ М. Калмыков, республикăри вĕрентỹ тата çамрăксен политика Министрĕн пĕрремĕш çумĕ С. Петрова, республикăри Патăрьел тата Шăмăршă çар комиссариачĕн пайĕн начальникĕ П. Васюков тата ыттисем хутшăнчĕç. "Зарница" ушкăнра Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул команди пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ (ертỹçи В. Антипов, командирĕ С. Быков). Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул команди "Орленок" ушкăнра (ертỹçи Ю. Васюткин, командирĕ Г. Мухутдинова), професси училищинчи çамрăк армеецсем команди (ертỹçи А. Адикин, командирĕ Е. Курицин) иккĕмĕш вырăна тухса савăнтарчĕç.

Призерсем пурте пирĕн районтан!

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика