АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăста специалист

03 июля 2013 г.

 Ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн нумай çамрăк хăй килĕштернĕ профессие алла илес тĕллевпе аслă шкула вĕренме кĕме кăмăл тăвать. Вĕсенчен чылайăшĕ лайăх вĕренсе пырса тивĕçлĕ дипломсемпе ĕçе вырнаçма хула тата ял тăрăхĕсене суйласа илеççĕ.

Ман шутпа, çак çутă тĕнчере этемлĕхе сывă та тĕреклĕ аталанма медицина ĕçне пĕлекен специалистсем кирлех. Ăнланатăп, ял хуçалăх енĕпе ĕçлекен специалистсемсĕр, çăкăрсăр пурăнаймастпăр. Анчах та çăкăр ỹстерме чăн малтанах сывлăх кирлĕ. Çавăнпа пирĕн пурнăçра шурă халатлисен пĕлтерĕшĕ питех те пысăк.

Общество аслă шкулсенчен чăннипех Турă панă, Турă пилленĕ специалистсене кĕтет. Анчах хăш-пĕр дипломлă специалистсем ĕçлеме килсен пултарулăхне анлăн аталантараймаççĕ. Хăйсен профессине чăннипех те тĕплĕн шухăшласа суйланă, пикенсе вĕреннĕ, çанă тавăрса ĕçлекенсем вара халăхра ырă ят çĕнсе илеççĕ, карьера картлашки тăрăх та çỹлелле çĕкленеççĕ. Çавăн пек çынсенчен пĕринпе паллаштарасшăн.

2008 çулта эпĕ ватăсем сипленсе сывлăха çирĕплетекен "Вега" санаторие канма кайрăм. Унта чухне сасартăк чирлесе ỹкрĕм. Санаторире канакан çулланнă тухтăрсем Республика больницине кайма сĕнчĕç. Мана медицина наукисен кандидачĕ, аслă категориллĕ лор-врач Галина Михайловна Леонтьева йышăнчĕ, сывлăха тепĕр хут тĕрĕслесе больницăна вырттарчĕ, операци турĕ.

Операци çăмăл пулман иккен (пурнăçпа вилĕм хушшинчех пулнă эпĕ). Сипленнĕ тапхăрта Галина Михайловнан чылай ырă енĕсене туйрăм: çынна хисеплени, пациент сывлăхĕшĕн вăхăтпа вăй-хала шеллемесĕр тăрăшни, тараватлăхĕпе пултарулăхĕ... Чăннипех те ылтăн алăллă тухтăр! Хăй ĕçĕпе Мускава кайса килнĕ хыççăн хваттерне кĕрсе тумланмасăр, çимесĕр-канмасăр тỹрех больницăна мана тата ытти пациентсене перевязка тума васкаса çитрĕ. Çак тĕслĕх çеç Г. Леонтьева хăйĕн ĕçне еплерех яваплăхпа, тăрăшулăхпа пурнăçласа пынине яр уççăн кăтартса парать.

Галина Михайловна пĕрле ĕçлекен ытти медицина работникĕсене те хăй пек ответлăха туйса тăрăшма вĕрентет, вĕсенчен çирĕп ыйтать. "Пире çын пурнăçне шанса панă, чирлекенсем пире Турра шаннă пек шанаççĕ. Çавăнпа та пирĕн йăнăшма, япăх ĕçлеме юрамасть", - тет вăл. Ырă кăмăллă та çепĕç чĕлхеллĕскер, çынна эмелпе çеç мар, сăмахпа та сиплет.

Нумаях пулмасть "Аванард" хаçатра (71-72 №№) "Ваш врач" ООО ĕçлеме пуçлани çинчен вуласа пĕлтĕм. Г. Леонтьева хăйĕн клиникине уçнă иккен. Эпĕ хамăр район çыннисене сывалма çакăнта кайма сĕнетĕп, Галина Михайловнан пултарулăхĕпе тăрăшулăхне хам тĕслĕхпе çирĕплетме пултаратăп.

"Сывалса тухакан кашни çын ăшшăн тав туни, ырлăх-сывлăх та телей сунни маншăн темрен те хаклă. Çакă мана малашне те тăрăшса ĕçлеме хавхалантарать", - пĕтĕмлетет хăйĕн кулленхи ĕçне Г. Леонтьева.

Пурнăç çулĕпе пĕр тикĕссĕн утма хурçă пек çирĕп сывлăх, чун хавалĕ, кăмăл пуянлăхĕ, ĕçченлĕх те тараватлăх сунатăп Сире, Галина Михайловна. Халăх хушшинчи хисепĕр малашне те ан иксĕлтĕр.

В. СЕЛИВАНОВ, ĕç ветеранĕ, Кĕçĕн Арапуç ялĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика