03 июля 2013 г.
Шăрăх çу кунĕсем тăраççĕ. Çак тапхăрта ватти те, вĕтти те шыва кĕме пĕве е юхан шыв хĕррине анать. Асăрханулăх çитменрен путса вилекенни те тĕл пулать. Çакнашкал тĕслĕх 2012 çулта республикăра 64 пулнă. Вĕсен тĕп сăлтавĕ мĕнре-ха? Шыва кĕме юраман вырăнта çăвăнни, хĕрĕнкĕ пуçпа чỹхенни, ачасем аслисемсĕр çыран хĕррине анни тата ытти те. Кăçалхи кăтартусем те савăнтармаççĕ. Республикăра 5 çын путса вилнĕ. Вăл шутра икĕ ача, 12шне хăтарнă. Акă Канаш районĕнчи пĕр ялта 2004, 2007 çулсенчи икĕ хĕр ача шыв тăракан вырăна велосипедпа ярăнса кĕрсе кайнă. Аслăраххине хăтарайнă, кĕçĕннин пурнăçĕ татăлнă. Çавалта 2004 çулхи арçын ача шыва путнă.
Шăрăх çанталăкра вут-кăварпа та асăрхануллă пулмалла. Ку енĕпе яваплă çынсем халăхпа ăнлантару ĕçĕ ирттерсех тăраççĕ-ха. Йывăр шăпаллă нумай ачаллă 576 çемьене, 664 пĕччен пурăнакан ватăсем патне çитнĕ. 162 ялта граждансен пухăвне хутшăннă. 23,2 пин çынна пушар хăрушсăрлăхĕн инструкцине панă. 12,4 пин листовка сарнă. 53 хутчен радиопа тухса калаçнă. Çак темăпах хаçатсенче материалсем пичетленĕ тата ытти те.
Асăрхануллă пулни кирек камшăн та лайăх. Çавăнпа та ирхине е каçхине шыва кĕрсен вырăнлă. Шыв температури 17-19 градусран кая пулмалла мар. Ишессине майĕпен хăнăхса, ỹстерсе пымалла. Шăнăр туртасран асăрханмалла. Сывлăш пỹлĕнсе ларса тăна çухатасси патне ан çитĕр. 15-20 минутшар темиçе хутчен те шывра чỹхенме юрать. Каннă вăхăтра волейболла е бадминтонла выляма пултаратăр.
Хĕвел çинче вăрах вăхăт пулнă хыççăн шыва сикме ан васкăр. Хĕрĕнкĕ пуçпа та чỹхенме юрамасть. Шалтан-шала ишсе кĕрессипе ан мухтанăр. Шыва кĕме ятарлă вырăнсене, тĕпĕ хăйăрлă юхан шыва суйласа илĕр. Шывра ывăнсассăн çурăм çине çаврăнса "канăр". Майĕпен çыран хĕррине тухма тăрăшăр. Авăра лекни те хăрушлăх ан кỹтĕр.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)