03 июля 2013 г.
Çывăрса тăрсассăнах: вĕретсе сивĕтнĕ пĕр стакан шыва пĕрер апат кашăкĕ пылпа лимон сĕткенĕ ярса ĕçмелле. 20-40 минутран - симĕс е хура чей сĕтпе, финикпа (пыл, иçĕм çырли, курага юрать).
Ирхи апат: чей ĕçнĕ хыççăн çур сехетрен сĕлĕ пăтти 10 грамм услам çупа тата хытă йышши 30-50 грамм сыр.
Кофе кăмăллатăр-и? Тархасшăн, çапах та сахăрсăр. Кăнтăрлахи апат: белоклă çимĕçсем - тăпăрчă, çăмарта, пĕçернĕ аш, пулă е пĕвер пĕçернĕ пахча-çимĕçпе çимелле.
Каçхи апат: çур сехет маларах - пылпа симĕс чей, пахча-çимĕç яшки е салачĕ, белоклă çимĕçсем. Мăйăр е хура тул пăтти.
Çывăрма выртас умĕн пĕр сехет маларах: пылпа 1 стакан ăшă сĕт е курагапа (иçĕм çырлипе, апельсинпа) курăк чейĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)